Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мана вăл "шăллăм" тетчĕ...

 

УНТАНПА нумай çул иртрĕ пулин те, ун çутă сăнарĕ халĕ те асра. Унпа пĕр пỹлĕмре, юнашар сĕтел хушшинче ĕçленĕ вăхăта хамăн пурнăçри чи лайăх тапхăр вырăнне хуратăп. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă кун, 1983 çулта ĕçлеме пуçларăм редакцире. Малтанхи кунах редактор Шăмăршă вăтам шкулне репортаж хатĕрлеме ячĕ. Кайса килтĕм, хам пĕлнĕ пек, материалне те çыртăм. _ Чим-ха шăллăм, кăтарт-ха мĕн çырнине, - терĕ ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Бараев. Сăмси çине куçлăхне утлантарчĕ те, тимлесех вулама тытăнчĕ. Тытăнчĕ вара хайхискер туртма-чĕрме, тỹрлетме _ вăл тĕкĕнмен пĕр предложени те юлмарĕ пулĕ. Вăтаннипе, пит çунса тухасла пĕçерет. "Нивушлĕ хаçатçă пулаймĕ манран?" - вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш. _ Пуçна ан ус, шăллăм, - терĕ Арсений Васильевич. _ Тепĕр материалу чиперех пулĕ. Анчах, редактор сĕтелĕ çине хуриччен, малтанласа хама кăтартма тăрăш _ пĕрле пăхса тухăпăр. Çапла, малтанласа питĕ нумай пулăшрĕ мана аслă юлташăм, хаçат ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшрĕ. Юлашкинчен вăл эпĕ çырнине тĕрĕслеми те пулчĕ _ аллине çеç сулатчĕ. Çавах та хушăран, тепĕр чух, пĕрер черкке пушатсан (унăн кун пекки те пулкалатчĕ), чăркăшмалли тупатчĕ-тупатчех. Çавах та эпир çакăншăн пĕрре те тавлашса, хирĕçсе кайман. _ Ну, юрĕ, шăллăм, - тетчĕ вара вăл юлашкинчен. Арсений Васильевич пурнăçра темĕн те курнă çынччĕ, тăтăшах тĕрлĕрен мыскарасем каласа паратчĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ _ хăйĕнпе пулса иртнисем. Кашни мыскара _ хăй калав. Манăн чылай кулăшла хайлавсен тĕп сăнарĕ шăпах вăл пулса çырăнса юлчĕ. Хăйĕн ĕçне пĕлсе те тĕплĕ тăватчĕ вăл, кашни материалах питĕ тĕплĕн хатĕрлетчĕ. Колхозсемпе предприятисене те тăтăш тухса çỹретчĕ. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, пур çĕрте те юлташсем нумайччĕ унăн. Аслă юлташăмăрăн тепĕр паха енĕ _ çынна ăнланниччĕ. Кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшма хатĕрччĕ вăл: ĕçпе те, сăмахпа та пулăшатчĕ. Псевдоним тупма та пулăшнăччĕ вăл мана. _ Çыраканăн ун пекки те пулмалла, - тенĕччĕ юлташăм пĕррехинче. _ Ятна чăвашлат та _ псевдоним пулчĕ те. Çапла вара Ула Тимĕр пулса тăтăм. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех пĕрле ĕçлерĕмĕр унпа. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ Арсений Васильевичăн. Ăна юлашки çула ăсатнă чух куççуле ниепле те чараймарăм _ çакă маншăн пысăк çухату пулчĕ... Шăллăм тетчĕ вăл мана, эпĕ вара ăна Васильч тесе хисеплеттĕм.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться