Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Малтанхи утăмсем

 

...1933ÇУЛ. Хĕлле. Партин Чăваш обкомĕнче мана Шăмăршă районĕнчи "Колхозник сасси" хаçат редакторĕ пулса ĕçлеме кайма хут пачĕç. Мана Шăмăрша ĕçлеме ярасси çинчен илтсен, хампа пĕрле Шупашкарти совпартшкулта вĕреннĕ юлташ Семен Ефимов çапла каларĕ: _ Ну, лекрĕн те иккен эсĕ, Косойкин! Эпĕ Шăмăршăра пулса курнă: вăл Чăваш Республикинчи чăн-чăн "Сахалин". Эпĕ, хам пулсан, унта вĕренпе сĕтĕрсен те каяс çук. Район хаçат редакцийĕ парти райкомĕн çуртĕнчи пĕр кĕтесре хĕсĕнкеленĕччĕ, унта хаçат валли материал çырса хатĕрлеме, коридорта çынсем тăтăш çỹренĕ пирки, питĕ кансĕрччĕ. Типографи пачах та çукчĕ. Хаçат кăларма Патăрьелне çỹреттĕмĕр. Редакцин транспорт пулман. Çула май каякан лавсем шыраса вăхăт ирттерме тиветчĕ. Çавăнпа нумай чухне редакцин малтанхи секретарĕпе М.М.Дмитриевпа иксĕмĕр Шăмăршăпа Патăрьел хушшине çуран çỹреттĕмĕр. 1935 çул пуçламăшĕнче Шăмăршăра та типографи ĕçлеме пуçларĕ. Типографи çурчĕ _ питех те тăвăр: пичетлекен машинăна, саспаллисемпе суйламалли кассăсене лартма та, наборщиксене тăрса ĕçлеме те вырăн çитместчĕ. Çурт маччи лутра, чỹречесем пĕчĕккĕ, сывлăш та, çутă та çителĕксĕрччĕ. Пуринчен те ытла пичетлекен машина пĕчĕкки тарăхтаратчĕ, вăл хальхи райхаçатăн тăваттăмĕш пайĕ чухлĕ лаптăка çеç пичетлеме пултаратчĕ. Типографире ĕçлеме квалификациллĕ кадрсем çукчĕ. Çакă ĕçре пысăк чăрмав кỹретчĕ. Шăмăршăри типографи йĕркеленсенех Виçпỹрт ачисем И.Кузьминпа В.Кошкин наборщикре ĕçлетчĕç. Кайран Кузьминсем вырăнне Патăрьел типографийĕнче ĕçлекен наборщиксене К.Цыгановпа Н.Тибейкина тата П.Клычков печатнике илсе килтĕмĕр. Çĕпрел районĕнчи типографи наборщици Анна Архипова та пирĕн патăрта ĕçлеме килĕшрĕ. Çакăн хыççăн ĕç кăштах лайăхланчĕ... 1936 çулта Шупашкарти пĕрремĕш типографире ĕçлекен Анатолий Атманов наборщик Шăмăрша ĕçлеме килсен кăна хаçат кăларас ĕç сисĕнмеллех лайăхланчĕ. Атманов пултаруллă, тăрăшса ĕçлекен çынччĕ. Анчах вăл Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнаймарĕ. Райхаçат сотрудникĕ пулса Никита Григорьевич Харитонов (Энтĕрьел) ăнăçлă ĕçлерĕ, анчах ун кунçулĕ кĕске пулчĕ, вăл 1937 çулта вăхăтсăр вилсе кайрĕ. 1936 çултан пуçласа нумай вăхăт хушши хаçат редакцийĕн секретарĕ пулса Николай Осипович Падиаров ĕçлерĕ, хаçата аталантарас тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем турĕ. Хаçат сăн-сăпачĕ, унăн содержанийĕ 1936-1937 çулсем тĕлне чылай лайăхланчĕ. Райхаçат редакцийĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче яланах ялкорсемпе тата стена хаçачĕсен редакторĕсемпе ĕçлессине пысăк вырăна хунă. Çавна пула ялкорсен шучĕ çулленех ỹссе пычĕ. Ялкорсем хаçатăн чăн-чăн тусĕсем, ăна вăй-хал парса тăракансем пулчĕç. Хаçат ура çине тăрса пынă çулсенче активлă ĕçлекен ялкорсен шутне çак юлташсене кĕртмелле: Лев Падиаров (Виçпỹрт Шăмăршă), Дмитрий Иванов, Алексей Павлов, Иван Волков (Пуянкасси), Иван Сайкин (Тури Чаткас), Василий Кузьмин, Васса Уткина (Анат Чаткас), Федор Севрюгин (Патирек), Семен Чамеев (Кивĕ Чукал), Матрена Архипова (Пашьел), Николай Шарушкин, Михаил Каримов (Виçпỹрт Шăмăршă), Федор Рябов (Васан), Иван Драгунов (Асанкасси) тата ытти те. Шупашкарта тухса тăракан "Коммунизм ялавĕ" (хальхи "Хыпар") хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем те Шăмăршă район хаçатне пулăшса пыни çинчен каламалла. Çак хаçат редакторĕн заместителĕ Иван Павлов (Пинер) тăтăшах килсе пире ĕçлеме вĕрентетчĕ, статьясем хăй çырса районти хаçатра пичетлетчĕ. Çавăн пекех Алтын-Баш юлташ та Шăмăршă хаçатне киле-киле пулăшнă _ вăл пирĕн шеф пулнă. ...Юлашкинчен хаçата парти райкомĕн секретарĕ Александр Васильевич Шевцов пулăшни çинчен те каламасăр хăварма май çук. Вăл унччен хăй хаçат работникĕ пулнă май, хаçат рольне ỹстерес тесе куллен тăрăшатчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться