Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх ыррине курать, малашлăха шанса пăхать

 

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Чăваш Ене килнине шăмăршăсенчен чылайăшĕ хăйсене çĕршыв пуçлăхĕпе иккĕмĕш хут курнăçнă пекех туйрĕç. Çĕршыв пуçлăхĕ Шăмăршăра пулни халь кăна пек туйăнать. Анчах унтанпа мĕнле кăна улшăнусем пулса иртмерĕç-ши ку тăрăхра? Ялсем пĕтĕмĕшле çĕнелни кăна мар, çынсен кăмăлĕ ырă енне ылмашăнни те, пуласлăха çирĕппĕнрех пăхни те хăйне майлă савăнăç кỹрет. Кăçал кăна çĕнĕрен çĕнĕ объектсем хута каяççĕ. Акă, çак кунсенчех "Районти тĕп больница" муниципаллă сывлăх учрежденине тĕпрен юсасси тата çĕнетесси вĕçленет. Унтан инçех те мар çĕкленекен виçĕ хутлă çурт та ĕçе кĕрет. Кунсăр пуçне кашни ялта тенĕ пекех кăçалах темиçе çемье çĕнĕ çурт ĕçки ирттерме хатĕрленет. Информаци кунне Шупашкартан килнĕ пуçлăхсем, ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Димитриев тата Чăваш республикинчи Патшалăхăн Ĕç инспекцийĕн ертỹçи И.А.Баскаков кунĕпе тенĕ пекех районти предприятисенче тата ялсенче пулнăскерсем çав пысăк улшăнусене курса савăнчĕç, яла тата ытти отрасльсене аталантармалли приоритетлă программăсем ăнăçлă пурнăçланса пынине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Вĕсемпе пĕрле халăхпа иртнĕ тĕл пулусене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата унăн çумĕсем В.Н.Никифоровпа Г.Н. Обаськин, Н.Г.Игнатьева пулчĕç.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться