Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çывăх тăван пекех

 

ХАÇАТ кашнин пурнăçĕнчех пысăк вырăн йышăнать. Маншăн та вăл маяк вырăнĕнчех. Район хаçачĕ уйрăмах чуна çывăх, мĕншĕн тесен тăван ен хыпарĕсемпе чи малтан вăл паллаштарать. Астăватăп-ха, Анат Чаткасри вăтам шкулăн 7 класĕнче пĕлỹ пухнă чух "Коммунизм çулĕ" (унччен çакăн пек ятпа тухнă вăл) вĕренекенсен хушшинче иртнĕ конкурс пирки пĕчĕк заметкă пичетленнĕччĕ. 12-13-ри айван ачашăн ку çав тери пысăк савăнăç пулнă. Хавхалану хĕлхемĕ районти пичет органĕпе çыхăну тытас кăмăла чĕртрĕ. И.М.Саландаев, çырусен пайĕн пуçлăхĕ, шкулпа ял хыпарĕсене çырма нумай çунатлантарчĕ. Тавтапуçах Иван Михайловича ача чун-чĕрине ăнланнăшăн! Вăл сĕннипе-хушнипе, Чаткас тăрăхĕнчи паллă çынсем, "Восход" колхоз ĕçченĕсем çинчен статья-очерк та калăплаттăм. Çавна май чăваш чĕлхи çепĕçлĕхĕпе пуянлăхне туйса илтĕм, - район хаçачĕ хамшăн чăннипех те чун çимĕçĕ иккене ăнлантăм. Шăпама вара тăван чĕлхемпе çыхăнтартăм. ЧПУра вĕренсе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен профессине алла илтĕм. Çак ĕçре паянхи кунчченех тăрăшатăп, çамрăк ăрăва тăван чĕлхе урлă халăхăмăрăн ылтăнпа виçейми сăмахлăхне ăша хывма пулăшатăп, пуян та илемлĕ йăли-йĕркипе паллаштаратăп. Юратнă хаçатăма чаплă юбилейпе саламланă май вăрăм ĕмĕрпе пысăк тираж, ун ĕçченĕсене çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунатăп, йывăр та пархатарлă ĕç умĕнче пуç таятăп.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться