Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕрĕпех _ район хаçачĕпе

 

РАЙОН хаçачĕпе 1962 çултанпа тачă çыхăну тытатăп. Пĕрремĕш материал пичетленсе тухни те асрах-ха. Райĕçтăвкомра инструктор пулса ĕçлеттĕм ун чух. Мана Шамкай ялĕнче пурăнакан ăнсăртран суранланнă 17-18 çулхи хĕр пурнăçĕ пирки тĕплĕн пĕлме хушрĕç. Çак хĕр çуллахи пĕр кун, ĕçрен таврăннă чух, шыва кĕрсе çăвăннă-мĕн, çакăн хыççăн утайми пулнă. Çакăн пирки хаçатра çырса кăлартăм. Мĕн тетĕр? Пулăшрĕ вĕт хаçат: ăна тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пачĕç, патшалăх пособи тỹлесе тăма тытăнчĕ. Шăпах çавăн чухне лайăх туйса илтĕм те ĕнтĕ пичет вăйне. Çакă та хистерĕ пулас малашне те хаçата çырса тăма, унпа çыхăну тытма. Малалла мана ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тиврĕ. Çак хушăра "Шемуршинский" совхозри уй-хир ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем пирки тăтăшах çырса тăраттăм, ĕçри ырă енсем çинчен хаçата пĕлтереттĕм. Çырнă материалсем хаçатра пичетленменнине вара пачах та ас тумастăп. Юлашки çулсенче мана район историйĕ хытах кăсăклантарма тытăнчĕ. Çавна май тĕрлĕрен предприятисемпе организацисен, учрежденисен кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне тĕпчеме, материалсем пуçтарма тытăнтăм. Тăрăшни сая каймарĕ: ку темăпа хаçатра номертен номере темиçе самаях пысăк тĕпчев ĕçĕ пичетленчĕ, вулакансем хушшинче тĕрлĕ шухăш çуратрĕ. Ку тĕлĕшпе малалла та çине тăрса ĕçлетĕп. Пирĕн район _ ял хуçалăх районĕ. Çавăнпа хаçат çак темăна кулленхи тимлĕхре тытать, редакци ĕçченĕсем ялсенче, ĕç коллективĕсенче тăтăш пулаççĕ, пурнăç таппипе тан утма тăрăшаççĕ. Маттур та ĕçчен коллектива Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Саландаев ертсе пырать. Вăл тата Иван Медведев, ытти корреспондентсем çырнă материалсене вулакансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн паха енĕ _ объективлăх, пурнăçа тĕрĕс çутатни. Юлашки вăхăтра вăл пахалăх, содержани енчен те палăрмаллах лайăхланчĕ. Обществăлла корреспондентсен йышĕ ỹссе пыни те савăнтарать. Хаçат ĕçченĕсене, вулакансене юбилей ячĕпе саламлатăп. 75 çул _ чикĕ мар, 100 çулхи юбилея та пĕрлех паллă тăвасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться