Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçе пĕтермесĕр киле çитеймен

 

ВУН ВИÇĔ çул ĕçлеме тиврĕ мана типографире. Йывăрри те пулнă пулĕ, çăмăлли те _ çавах та çак çулсем маншăн чи хаклисем, чи телейлисем тесен те йăнăш мар пулĕ. Халăхшăн ĕçленĕ, хаçат вулакансем патне вăхăтра çиттĕр тесе тăрăшнă. Тепĕр чух çĕрĕпе, ирччен хаçат пичетлеттĕмĕр. Темиçешер кун киле таврăнманни сахал пулнă-и тата? Анчах та, мĕнле пулсан та черетлĕ номере пичетлесе пĕтермесĕр киле кайман. Бригадир пулнă май, хамăн вăхăт типографирех иртсе каятчĕ темелле. Çĕнĕ типографи туни те манăçмасть. 1955 çулта çак тĕллевпе вăрман касма тытăнтăмăр. 100 кубла метр йывăçа хамăрăнах _ типографипе редакци работникĕсенех касса турттарма тиврĕ. Ахаль корреспондентран тытăнса редактор таранах куллен вăрмана çỹреттĕмĕр. Юрать-ха "Правда" колхоз председателĕ пулнă В.П.Кошкин пире сахал мар пулăшрĕ, машина пачĕ. Вăл хăй те хаçатшăн хыпса çунакан çынччĕ. Пирĕн ĕçсем мĕнле пынипе кăсăклансах тăратчĕ. Строительство материалĕсене те хамăрах хатĕрлеттĕмĕр: каштасем кăларнă, хăма çурнă... Çавах та 1957 çулта çĕнĕ çурта куçрăмăр. Вăл халĕ те сыхланса юлнă _ унчченхи КБО çурчĕпе юнашар ларать. Чи йывăрри районсем уйрăлсан, Патăрьелĕнчен куçса килсен пулчĕ. Малтан унта хамăр тем те илсе кайнă пулсан, каялла вара нимсĕр килтĕмĕр темелле. Шрифтсем, ытти кирлĕ хатĕрсем çитместчĕç. Хăшпĕр шрифтсене вара касма, татма, чарăну паллисем тума тиветчĕ. Нуша кулачă çитерет тенĕ пек, полосасем хушшине хуракан заставкăсене кивĕ клишесенчен шăратса тума та вĕренсе çитрĕм. Çапла майпа ура çине тăтăмăр-тăтăмăрах. Ун чухнехи Е.Падиарова наборщица, М.Смирнова верстальщица чăтăмлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастăп. Хам та печатник ĕçне хăнăхрăм. Тепĕр чух, тигельпе, алăпа çавăрса хаçат пичетлеме тиветчĕ. 1966 çулчченех ĕçлерĕм типографире. Халĕ, хушăран, редакцие кĕретĕп те, компьютерпа ĕçлекенсене ăмсанатăп. Хаçатăн юбилейлă номерĕ тухни _ маншăн та уяв, унта ман тỹпе те пур пек туйăнать. Çапах та, эпир малтанхисем пулнă тесен те юрать. Пирĕн ĕçе вара паян ыттисем тăсаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться