Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕренетпĕр тăрăшса...

 

САМАНА улшăнса пынă май, шкулти пурнăç та урăхланса пырать. Кĕçĕн класранах халĕ ачасене компьютерпа паллаштараççĕ, ют чĕлхе вĕрентеççĕ. Çĕнĕлĕхсем кашни çулах хутшăнса пыраççĕ. 15-20 çул каялла математика урокĕнче калькуляторпа усă курма чаратчĕç. Шутлав техникипе уйăхра пĕр-икĕ урокран ытла пулман та пулĕ. Халĕ вара пĕрремĕш класра вĕренекенĕн те сумккинче калькулятор вырăн тупать. Тĕрĕслев ĕçĕсенче те çак пĕчĕк "шутлавçăпа" усă курма ирĕк пур-мĕн. Тĕлĕнмелле вĕт! Ĕлĕкрех вара миçе хут листи уравненисем шутласа сая яман-ши? Пысăк числосенех хушнă та кăларнă, хутланă та пайланă. Çавăнпах пулĕ ун чухнехи ачасен ăсĕсем çивĕчрех пулнă пулĕ. Килти ĕçсене пурнăçланă чухне те пуçа ĕçлеттерме тăрăшмасть паянхи шкул ачи. Пасарта сутăнакан "Хатĕр килти ĕçсем" кĕнекене туянать. Вĕсем вара нумай предметпа пур. Çавăн пекех шпаргалка кĕнекисем те туллиех. Ачасен çĕрĕпе çырса ларса нушаланмалла мар. Шкул ачисем валли ятарласа кăларакан тетрадьсемпе дневниксем мĕне тăраççĕ тата. Вĕсем çинче те, кашни предметпах хăйне расна, правилăсемпе формулăсем, историри паллă кунсем. Кашни класс валли пур, суйла та суйла. Паллах, хакĕсем каплисенчен самаях хаклă. Çапла, халĕ нимрен те тĕлĕнместпĕр ĕнтĕ. Пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть-çке. Тен, хатĕр килти ĕçсемпе тĕрлĕ предмет тетрачĕсем, калькуляторсем вĕренекенсемшĕн кирлĕрех те пулĕ. Анчах та çак çăмăллăхсем ачасене хăйсем тĕллĕн шутлама чăрмантарамаççĕ-ши?



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться