Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наркомании _ хăвăрт вилĕм

 

НАРКОМАНИ _ хăрушă чир. Пĕр хут тутанса курсан, унран хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Хăйĕн "аллисемпе" пăтранакан авăра сĕтĕрсе кĕртет. Вăл хушнă пек пурăнма пуçлатăн. Сире мĕн хаклă пулнă _ вĕсем сирĕншĕн ют. Наркотикпа туслашрăн пулсан, этемĕн туйăмĕсем çинчен манатăр: юратма, савăнма, хурланма та пĕлместĕр. Наркотик тытăмне лекнĕ çыннăн пурнăçĕ романтика мар, кулленхи хăрушлăх, хăвна ытисен умĕнче мĕскĕннĕн тытни, çынлăха çухатни. Самантлăх киленỹ илнĕшĕн тĕрлĕрен гепатит, ВИЧ-инфекци çакланас хăрушлăх пысăк. "Анăç парни" ырри патне илсе çитерменни каламасăрах паллă. Эсир "чĕртнĕ" чир куллен-кун нумайрах "апат" ыйтма пуçлать, шурă порошок дозине ỹстерсех тăмалла. Çакăнпа пĕрлех сывлăх хавшани палăрма пуçлать. Чир вара пĕр шелсĕр шалтан шала кĕрсе пырать. Каларăмăр ĕнтĕ, наркотикпа туслашнисен йышĕ çулран çул ỹссех пырать. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисен характерĕ улшăннине сисет, çапах ăнланма тăрăшмасть. Час-часах йывăр вăхăта самана çине йăвантарать. Тĕпрен илсен, чылай ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ наркотикпа туслашни пирки шутлама та пултараймасть. Уйрăмах çакă шкул пĕтерсе хулана вĕренме кайнисен хушшинче те тĕл пулать. Вĕсем ирĕклĕ пурнăçа хăнăхаççĕ, ыттисенчен нихăш енĕпе те "катăк" мар тесе шурă порошок тыткăнне çакланаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, енчен те сирĕн ача хăйне урăхларах тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалсан, шкула çỹресси çине алă сулсан, сирĕн ачăр наркомани енне ура ярса пусман-ши тесе шутласа пăхăр. Ку пуçламăшĕ çеç пулма пултарать. Çавăнпа та çамрăксене сăнасах тăмалла. Ал-ура çинче укол тунă паллăсем, сĕтел çинче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр веществосем асăрхасан, ним шутласа тăмасăр ачана нарколог патне илсе каймалла. Укçа-тенкĕсĕр наркотиксем туянаймăн. Чылай наркомансем вара ниçта та ĕçлемеçĕ. Апла пулсан, вĕсен укçи те çук. Пĕрре наркотикпа усă курнă хыçăн вара черетлĕ доза кирлех. Укçасăр наркоманăн ирĕксĕрех преступлени çулĕ çине тăма тивет: вăл ăçтан-тăр мĕн-тĕр вăрлать, çынсене пусахлать. Наркомание пулах мĕн чухлĕ çемье арканать-ши тата? Тата пысăкрах инкек: упăшкипе арăмĕ те çак инкекпе туслă пулсан, çут тĕнчене чăлах ачасем килеççĕ. Вĕсен вара ĕмĕр тăршшĕпех ашшĕ-амăшĕн ухмахлăхĕшĕн асап курма тивет. Çакăн пирки пурин те, уйрăмах çамрăксен шухăшласа пăхмалла, тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тумала.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться