Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МАЛАШНЕ ТЕ ÇЫРАС КИЛЕТ

 

ХАЛЬТЕРЕХ кăна çырма тытăнтăм "Шăмăршă хыпарне". Малтанласа сăвăсем кун çути курчĕç. Шăпах çакă хавхалантарчĕ те пулĕ ĕнтĕ. Пыра-киле вара заметкăсем те хайлама пуçларăм, вĕсем те хаçатра час-часах курăнкалама тытăнчĕç. Шкул ачине, паллах, шкул пурнăçĕ, çак темăпа çырнă материалсем çывăхрах. Эпĕ хам та шкул темипе çырнă статьясене ытларах килĕштеретĕп, вĕренекенсен заметкисемпе, сăвви-калавĕсемпе хаваспах паллашатăп. Ăста корреспондентсем çырнине тишкерни те пулăшать: хам çырнине вĕсеннипе танлаштаратăп, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума тăрăшатăп. Ăсталăха ỹстерме те пулăшать çакă. Малашне те çырсах тăрасчĕ-ха юратнă хаçатăма. Вăтам шкул хыççăн, аслă шкул пĕтерсен, хаçатçă та пулăп-и, тен? Чăннипех илĕртет мана çак ĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться