Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔР УЛМИ КĂЛАРАÇÇĔ

 

"Агросервис" хуçалăхра хирти тырра пухса кĕртсе йĕтем çинчи ĕçсене пĕтерсен, çумăрсем çăвичченех çĕр улми кăларма тытăнчĕç. Тырă вырса çапнă хушăрах 65 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăварчĕç. Вăл парка та лайăх шăтнă. Çĕр улми кăларнă çĕрте Николай Угарин механизатор тăрăшать. "Иккĕмĕш çăкăра" кунта 15 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ. Йышĕ сахал мар. Çĕрулми пуçтарнă çĕре хуçалăхра ĕçлекенсемсĕр пуçне аслă классенче вĕренекен шкул ачисем хутшăнаççĕ. Ĕç кал-кал пырать. Халĕ ăна склада турттараççĕ. Улмана кĕске вăхăтрах пухса кĕртме тăрăшаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться