Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕç сыхлавĕпе _ вĕренỹ

СЕНТЯБРĔН 10-14-мĕшĕсенче район администрацийĕнче бюджет тытăмĕнче ĕçлекен учрежденисен ертỹçисемпе ĕç сыхлавĕн комитечĕсен председателĕсен 36 сехетлĕх вĕренĕвĕ иртнĕ. Занятисене "Чăвашрессовпроф" специалисчĕсем ирттернĕ, вĕсем "Ĕç правин нормисем тата ĕç сыхлавĕн право никĕсĕсем", "Ĕç сыхлавне патшалăх енчен йĕркелесе тăрасси", "Организацире ĕç сыхлавне йĕркелесси", "Производствăри сиенлĕ тата хăрушлăх кăларса тăратакан факторсем", "Ĕç вырăнĕсене аттестацилесси", "Пушар хăрушсăрлăхĕ" тата ытти ыйтусемпе тĕплĕн ăнлантарса панă. Вĕрентỹ вĕçленнĕ хыççăн 74 çын та экзамена ăнăçлă тытнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться