Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПАСАР КĔРЛЕТ

 

шавлать кашни юн кунах Шăмăршă пасарĕ. Мĕн кăна сутмаççĕ-ши кунта? Хакĕсем "çыртаççĕ" пулин те, хăвна кирлине туянма кĕмĕл шеллеместĕнех. Пасар ĕçлени килти хуçалăхра туса илнĕ аш-пăша, сĕт-çăва, пыла, пахча-çимĕçе сутма та май парать. Çу кунĕсенче хура çырла, чие, слива сутакансем йышлă пулчĕç. Халĕ, акă, витри-витрипе пан улми сĕнеççĕ. Сĕтеклĕ те пылак çимĕçе туяннишĕн пĕрре те ỹкĕнмĕн. Ал ĕç япалисене сутакансем те пур. Çавапа кĕреçе-маттикрен пуçласа алса-чăлха таранах. Сахал мар пирĕн енче ăстасем, шел, хăйсен япалисене пасара илсе тухма хăяймасăр тăраççĕ. Халăх промысли аталанасси пасарти суту-илỹрен те нумай килет вĕт-ха. Пасарта уйран çỹпçи, сăпка, арча, йывăçран касса тунă хитре япаласем курăнмаççĕ. Иртнинче хамăр ентеш, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев асăнмалăх Шăмăршă пасарĕнче тем пек пĕр мăшăр çăпата туянасшăн пулнă, анчах сутакан курăнман. Çăпата тума пĕлекен пĕр çын та юлмарĕ-ши вара пирĕн енче, ентешĕмсем? Пасарăн хăйĕн саккунĕ, йăли-йĕрки: сутакан хаклăрах хакпа сутасшăн, туянакан йỹнерехпе туянасшăн. Юлашкинчен ал çапсах килĕшеççĕ те, иккĕшĕ те кăмăллă юлаççĕ. Тĕрлĕрен тавар сутаканнисĕр пуçне, Шăмăршăра выльăх пасарĕ те пур. Шел те, ун ĕçĕпе никам та интересленмест пулмалла. Çул хĕрринчи пасарта суту-илỹ тума условисем çукпа пĕрех. Ялсенчен хур-кăвакал, сысна çури, пăру, сурăх, пысăкрах выльăх сутма ытларах килччĕр тесе те тăрăшмастпăр. Мĕншĕн-ха Шăмăршă пасарĕнчи хаксем çинчен ял поселенийĕсене шăнкăравласа пĕлтерес мар? Вĕсем вара выльăх сутас е туянас текен çынсене хыпарлĕччĕç, çапла халăхшăн усăллă ĕç пулĕччĕ. Шăмăршăна выльăх сутма килсе сутаймасăрах кайни е туянас текен çын туянайманни сахал пулать-и? Пасарта ĕне, пăру, сысна çури мĕн хак тăрать _ çакна ялсенче пурăнакансен пĕлсе тăмаллах тесе шутлатăп. Çакă "Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" наци проектне пурнăçланă çĕрте те пулăшу пулĕччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться