Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хушма хуçалăха аталантарма _ çăмăллăхлă кредит

 

РАЙОНТИ ялсенче пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх паракан çăмăллăхлă кредита ытларах та ытларах илеççĕ. Çулталăк валли çирĕплетнĕ планпа 80 миллион тенкĕ кредит пама пăхнă пулсан, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне плана 88,9 процент пурнăçланă. Çак тапхăрта Перекет банкĕ урлă 196 çын 26 миллион та 905 пин тенкĕлĕх, Россельхозбанк урлă 281 çын 44 миллион та 214 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ял поселенийĕсем тăрăх илсен, лару-тăру çапларах: Шăмăршă ял поселенийĕпе 25 миллион та 923 пин тенкĕлĕх, Палтиел ял поселенийĕпе _ 9 миллион та 497 пин тенкĕлĕх, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕпе _ 8 миллион та 893 пин тенкĕлĕх, Пуянкасси ял поселенийĕпе _ 7 миллион та 439 пин тенкĕлĕх, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕпе _ 6 миллион та 994 пин тенкĕлĕх, Васан ял поселенийĕпе _ 6 миллион та 720 пин тенкĕлĕх, Чукал ял поселенийĕпе _ 5 миллион та 22 пин тенкĕлĕх, Кивĕ Чукал ял поселенийĕпе _ 5 миллион та 8 пин тенкĕлĕх, Анат Чаткас ял поселенийĕпе 4 миллион та 504 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илессипе Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Анат Чаткас, Шăмăршă ял поселенийĕсенче пурăнакансем лайăхрах ĕçлеççĕ пулсан, çак ĕç Чукал, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕсенче çителĕксĕр пулса пырать-ха. Кунта, чăн малтан, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатни кирлĕ. Кредит илни килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшнине, кашни çемьешĕнех тупăшлă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе памалла. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев кашни канашлурах тата халăхпа тĕл пулнă чух патшалăх килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредита ытларах илме сĕнет. Çакăн пек тупăшлă кредита çитес çул памасан та пултарĕç, çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕпе усă курса юлмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться