Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Герой-космонавта халалласа

 

СЕНТЯБРĔН 5-мĕшĕнче икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт-летчик çуралнăранпа 78 çул çитетчĕ. Герой-космонавта асăнса республикăра тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртнĕ. Вĕсенчен чи пысăкки _ çăмăл атлетсен массăллă чупăвĕ. Пилĕк ушкăна пайланса, спортсменсем ирпе 10 сехетре харăсах Улатăртан, Етĕрнерен, Шăмăршăран, Елчĕкрен, Пăрачкавран старт илнĕ. Виçĕ кун хушшинче _ эстафетăна пĕр-пĕрне парса _ вĕсем пĕтĕм Чăваш Енпе чупса тухнă. Эрне кун, 14 сехетре, А.Г.Николаевăн тăван ялĕнче Шуршăлта чупăва вĕçленĕ. Герой-космонавта халалланă чупу Шăмăршă районĕнче çỹллĕ шайра, пысăк йĕркелĕхпе иртнĕ, 13 сехет те 30 минутра эстафетăна пиртен Патăрьел районĕн спортсменĕсем йышăннă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться