Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачуна çурат,хăвна савăнма...

 

ÇИТĔНЕКЕН ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕн тăрăшмалла. Вĕсене тỹрремĕнех тивет çак тивĕç. Ачана çуратса яни кăна çителĕксĕр. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, юлташĕсемпе интересленмелле, пушă вăхăтне мĕнле ирттернине сăнаса тăмалла. Ỹснĕçемĕн, каçсерен урама тухма тытăнсассăн, татах та ашшĕ-амăшĕн çивĕчрех пулмалла. Тĕпренчĕкĕ миçере киле кĕнине тĕрĕслемелле. Эрех-сăра сыпса таврăннине сиссен, пируспа туслашнине туйсан тăхтаса тăмасăр çирĕп мерăсем йышăнмалла. Кая юлсан, каю шăтма пултарать. Çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси çав-çавах палăрса пырать-ха. Уйрăмах йĕркесĕр, ĕçкĕçсен çемйинче çитĕнекенсем саккуна хирĕç каяççĕ. Çамрăклах преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Районти шкул ачисемпе пĕрре мар уçă калаçу йĕркеленĕ, лекцисем вуланă, профилактика ĕçĕсем ирттернĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн çакнашкал калаçусемпе ĕçсем ниме те пĕлтермеççĕ пулас. Тăхăр класс хыççăн шкултан тухса кайнисене те сăнаса, асăрхаса тăма тăрăшатпăр. Анчах кукăр алăллисене, усал шухăш тытнисене ниепле те чараймастпăр. Учетра тăракан çамрăксемех тепĕр хут преступлени тăваççĕ. Акă, районта июль уйăхĕнче çул çитменнисем 4 преступлени тунине тупса палăртнă. Вĕсем çын пурлăхне вăрланă. Кукăр алăллисем йывăр çемьесенче пурăнаççĕ. Эрех-сăрапа иртĕнесси те çул çитмен çамрăксем хушшинче палăрать. Вĕсем вăтанмасăрах аллине черкке тытса пушатаççĕ. Ахăртнех аслисенчен тĕслĕх илеççĕ пулас. Арçынĕ, хĕрарăмĕ ачасем умĕнчех ĕçеççĕ, çитĕнекенсене "ырă" тĕслĕх кăтартаççĕ. Пирус мăкăрлантарма та маттур хăш-пĕр каччăсемпе хĕрсем. Лавккасенче те ним шутламасăрах çула çитменнисене эрех-сăрапа пирус парса яраççĕ. Ку тĕлĕшпе предпринимательсем уйрăмах яваплăха туймаççĕ: шкулта вĕренекен-и, садик ачи-и _ пирус-сигарет е сăра кĕленчи тыттарса яраççĕ. Вĕсемшĕн сутса çеç пултăр, ача кайран мĕн туса хурасси пăшăрхантармасть. Каçсерен вĕрентекенсем, халăх дружинникĕсем клубсене, барсене тухса тĕрĕслесен те усă пулассăн туйăнать. Парта хушшинче ларакан ача урăх вырăнта хăйне пачах урăхла тытма пултарать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться