Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯНĂРАРĔ ПĔРРЕМĔШ ШĂНКĂРАВ

 

 ШĂМĂРШĂ. Ирпе çанталăк кăшт сулхăнрахчĕ пулин те, тăхăр сехет çитеспе хĕвел шевлисем çĕр питне самаях ăшăтрĕç. Сентябрĕн илемлĕ кунĕ капăр тумланнă ача-пăчана, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тăван шкула ырă кăмăлпа пуçтарчĕ. Çу каçа хăйсен вĕренекенĕсемшĕн тунсăхласа çитнĕ учительсем епле савăнăçлă тата! Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ирттерекен линейкăна кĕске сăмах каласа шкул организаторĕ В.В.Хорькова уçрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăранă хыççăн шкул директорĕ Л.Н.Иванова сăмах илчĕ. _ Паян сирĕншĕн те, маншăн та телейлĕрен те телейлĕ кун, - терĕ Л.Н. Иванова. _ Пуçласа пĕрремĕш класа килнĕ 46 ачашăн вара _ ĕмĕр асра юлмалли кун. Пурне те лайăх вĕренме, "пиллĕк" паллăсем илсе аçăр-аннĕре савăнтарма ырă сунатăп. Шкул директорĕ вĕренỹре тата обществăлла ĕçсенче уйрăмах палăрнă ачасене Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕ. Пĕлỹ уявне уявлама шкула хаклă хăнасем килнĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев шкулăн туслă коллективне телей те ăнăçу, учительсене вара "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре вăй-хăват сунчĕ. Валерий Петрович шкула пушă алăпа килмен. "Колосок" футбол командин кашни членне _ (çак команда _ пĕчĕк футболистсен Раççейри чемпионачĕн призерĕ) Тав çырăвĕпе тата хаклă парнепе чысларĕ. "Единая Россия" парти пуçарнипе, районта шкул библиотекисем валли кĕнекесем пухассине йĕркеленĕччĕ. В.П.Фадеев çак кĕнекесен пĕр пайне Шăмăршă шкулĕн библиотекине парнелерĕ. Савăнăçлă линейкăра çавăн пекех Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К. Андронов, районти вĕрентỹ пайĕн представителĕ С.Н.Миронова, Т.М.Галкинапа Т.А.Анисимова учительницăсем, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн директорĕн çумĕ В.П.Тихонов саламлă сăмах каларĕç. Парнесемпе Мухтав хучĕсем чи тивĕçлисен сăн-пичĕсене татах та çутатрĕç. Акă, хумхануллă самант. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи малтанхи шăнкăрава 11-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Поспеловпа пĕрремĕш класа пуçласа килнĕ Мария Константинова шăнкăртаттарчĕç. Линейка хыççăн пурте классене _ Ача çулне халалланă урока васкарĕç.

 

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ. Пĕлỹ кунне халалланă савăнăçлă линейкăна пурĕ 210 вĕренекен тăчĕ, çав шутран вунпĕрмĕшсем _ 37-ĕн, пĕрремĕшсем - 19-ăн. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăранă хыççăн линейкăна шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С.Г. Елагина уçрĕ. Ун хыççăн шкул директорĕ Н.В. Купташкина сăмах илчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн программине "5" паллăсемпе вĕçленĕ вĕренекенсене Надежда Викторовна Мухтав хучĕпе, спортра уйрăмах палăрнисене Грамотăсемпе чысларĕ, шкула сăрласа илемлетме пулăшнă спонсорсене _ В.Н.Петькова, Ю.В. Столярова, Л.А. Петькована, Г.А. Тенишевана, П.Н. Амосова, П.И. Карповпа А.В. Денисова чĕререн тав турĕ. Малалла вара паллă ентешĕмĕр, Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, нумай çул хушши Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕ, "Единая Россия" партин регионти Политсовечĕн членĕ В.Н. Петьков, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ О.В. Никифорова, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Е.С. Вашуркина, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В. Денисов, вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Л.Д.Дмитриев, Р.А. Лукьянова учительница, ашшĕ-амăшĕсен ятĕнчен И.С.Прохорова тухса калаçрĕç, пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, учительсене педагог ĕçĕнче, ачасене вĕренỹре ăнăçу сунчĕç. "Единая Россия" партин Карапай Шăмăршăри вырăнти уйрăмĕн ертỹçи В.В.Денисов партин Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленĕ шкулти библиотекăсем валли халăхран кĕнекесем пухмалли акци ял поселени территорийĕнче мĕнлерех иртни пирки каласа пачĕ, "Ачасем валли _ кĕнеке" акци вăхăтĕнче пуçтарнă кĕнекесене (50 ытла) шкул библиотекине парнелерĕ. Шкулти профсоюз комитечĕн председателĕ В.В.Медведева пĕрремĕшсен учительницине Р.А.Лукьянована 50 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунса парнепе чысларĕ. Пĕрремĕш урока йыхравласа пĕрремĕш шăнкăрав сасси шкул картишĕ çийĕн илемлĕн юхса саланчĕ.

И.АНАНЬЕВ.

 

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ. Чечек çыххисем йăтнă ачасем васкасах шкул еннелле утнине пурте савăнса пăхса тăчĕç, вĕрентекенсем хĕрачасемпе арçын ачасене хаваспах кĕтсе илчĕç. Пĕлỹ кунĕ _ чи чаплă уявсенчен пĕри-çке ачасемшĕн. Пуринчен те савăнăçлăраххисем çак кун пĕрремĕш классем пулчĕç. Вĕсем _ вун улттăн. Пурте вĕсем çине юратуллă куçсемпе пăхрĕç. Ара, пĕри тепринчен маттуртарах-çке. Вĕренекенсемпе пухăннă хăнасене саламласа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ермолаев сăмах каларĕ. Вăл пурне те тăрăшса вĕренме, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнме сунчĕ. Владимир Федорович шкула компьютер парнеленине хыттăн алă çупса йышăнчĕç. Хăй спорта юратнăран мечĕксем те илсе килнĕ, спорт залне юсама та сăмах пачĕ. Çавăн пекех вĕренекенсене çĕнĕ çитĕнỹсем туса пыма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Н.Никифоров, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ С.Юнусова, ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Матвеев, çемье офисĕн тухтăрĕ С.Кудряшов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Гармонщиков ырлăх-сывлăх сунчĕç. А.Сатеев фермер "Пасна" хуçалăхра каникул вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕ 4 вĕренекене парнесемпе чысларĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава вун пĕрмĕш класри Г.Саминовпа пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан В.Угарина янăраттарчĕç. Вĕренекенсемшĕн уроксем пуçланнин палли пулчĕ çакă.

 

 А.НИКОЛАЕВ.

 

 ПУЯНКАССИ. Çуллахи каникул хыççăн ачасем шкула хаваслă кăмăл-туйăмпа пухăнчĕç. Вĕсен пĕр-пĕринпе калаçмалли питĕ нумай, юратнă вĕрентекенсемшĕн те тунсăхласа çитнĕ вĕсем. Пĕлỹ кунне халалланă савăнăçлă линейкăна салам сăмахĕсем каласа директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.Тимофеева уçрĕ. Вĕренỹре ачасене çĕнĕ çитĕнỹсем сунса район администрацийĕнчен килнĕ А.Романов, Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Алексеев, шкул директорĕ Р.Егорова, ытти хăнасем сăмах каларĕç. Кăçал пуçласа шкул алăкне уçса кĕрекенсем пурĕ пилĕк ача. Пĕчĕкскерсем ăслăлăх тĕнчине хастаррăн кĕрессине пурин умĕнче те татăклăн каласа ĕнентерчĕç. Çаплах пултăрччĕ ĕнтĕ. Хаваслă линейка пĕрремĕш урока йыхравлакан шăнкăрав сассипе вĕçленчĕ. Малалла вара вĕренекенсемшĕн уроксем пуçланĕç.

 

 А.МИХАЙЛОВ.

 

    



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться