Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Урампа утатăн _ савăнатăн...

 

ĔМĔР тăршшĕпех Карапай Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçлерĕм. Хуть те мĕнле çанталăкра та _ йĕпе-сапа-и, юр вĕçтерет-и, шартлама сивĕ-и _ хаçат-журнал тултарнă тулли сумккапа ялти кашни килех çитме тăрăшнă. Ĕлĕкрех пылчăклă урамсемпе çỹреме тивнĕрен ураран резина атă-пушмак хывăнман. Çулсем иртнĕçемĕн Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем асфальт сарнă çулсемпе утма пуçларĕç. Почтальонкăсен ĕçĕ те çăмăлланчĕ. Кăçал вара пирĕн урамра та _ Мускав кассинче _ асфальт сарчĕç. Ĕлĕкрех эпир хула çыннисене ăмсанаттăмăр пулсан, хуларисем халĕ пиртен тĕлĕнеççĕ. Çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать, нумайăшĕ шыв кĕртеççĕ. Халĕ, акă, çатма пек такăр асфальт çул сарса пачĕç. Эпир, Мускав кассинче пурăнакансем, çакăн пек чаплă çул туса панăшăн Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова, Шăмăршă районĕн пуçлăхне В.П.Фадеева чун-чĕререн тав тăватпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться