Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район Пухăвĕн депутачĕсен черетсĕр ларăвĕ

 

ТУНТИ КУН Шăмăршăра, район администрацийĕн ларусен залĕнче Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен черетсĕр 12-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна Пуху председаталĕ В.А.Петьков уçнă тата ертсе пынă. Ларура кун йĕркине кĕртнĕ малтанхи ыйтупа _ "Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен 2006 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи ларăвĕн "Шăмăршă районĕн 2007 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен" _ район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Е.П.Кудрявцева тухса калаçнă. Депутатсем Шăмăршă районĕн 2007 çулхи бюджечĕн хăш-пĕр статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен йышăну тунă. Лару "17-мĕш Чукал суйлав округĕ тăрăх Шăмăршă район Пухăвĕн депутатне суйламалли хушма суйлав ирттересси çинчен" йышăну кăларнă. Хушма суйлава 2007 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйтупа депутатсем Шăмăршă районĕн муниципаллă суйлав комиссийĕн полномочийĕсене Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ çине хума ыйтса Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ умне ходатайствăпа тухнă. Лару ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăннă, район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн ыйтăвĕсем тăрăх сăмах тухса каланă.

 

   



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться