Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Осенин. Падиаров. Каю...

 

1974 ÇУЛХИ октябрь уйăхĕ. Çанталăк ăшă тăрать, ылтăн кĕркунне вăй илсе кăна пырать-ха. Эпĕ _ Тутарстанри Матак ялĕнче учительте тăрăшаканскер _ Шăмăршă районĕн хаçатне ĕçлеме илме ыйтса заявлени çыртăм. _ Сăввусене вуланă-ха, анчах пирĕн хаçат литература хаçачĕ мар _ статьясем çырас пулать, - терĕ мана хаçат редакторĕ К.С.Смирнов. Çамрăк çынна статьясем çырма вĕрентмешкĕн редактор заместительне Н.О.Падиарова шанчĕ Кузьма Семенович. Редакцин кивĕ çуртĕнчи тăвăр кăна ĕç пỹлĕмĕ. Вăтам пỹллĕ, кăвакарнă çỹçлĕ вашават арçын мана тỹрех килĕшрĕ. _ Сана мĕн вĕрентмелли пур _ хăвах пултаратăн, - çак сăмахсемпе хавхалантарчĕ мана Н.О. Падиаров. _ Çапах та çырнине пичетличчен мана кăтарт. Редакцире çакăн пек йĕрке. Сан умĕн Хумма Петĕрĕн статйисем ман "ала" витĕр тухатчĕç. Ан çиллен, шăллăм... Хăйĕнчен кĕçĕнреххисене пурне те "шăллăм" тенине маларах Чăваш халăх писателĕнчен Илпек Микулайĕнчен илтнĕччĕ. Николай Осипович Падиаров _ Илпек ентешĕ вĕт-ха _ унран пĕр çул çеç каярах çуралнă, пĕрле ỹснĕ. "Хумма Петĕрĕ" вара _ район хаçачĕнче нумай çул ĕçленĕ П.И.Фоминăн чăн малтанхи псевдонимĕ иккен. Н.О.Падиаровпа пĕр пỹлĕмре, юнашар ĕçленĕ çулсем ман асăмра ĕмĕрлĕхех юлчĕç. Çынпа калаçма тата çынна калаçтарма, блокнотра темиçе цифрăпа хушамат пулсан та лайăх очерк е тĕрленчĕк хатĕрлеме пултаратчĕ вăл. Хăйĕн ăсталăхне çамрăксене вĕрентетчĕ. Н.О.Падиаров 1916 çулта Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ачаллах литература енне туртăннăскер, 1938 çулта вăл район хаçатне ĕçлеме килнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пирĕн хаçата редакциленĕ. 1954-1955 çулсенче республикăри "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн кăнтăр районĕсенчи ятарлă корреспонденчĕ пулнă. 1956-1959 çулсенче вара районти "Заря" колхоз председателĕнче вăй хунă. Ун хыççăн çирĕм çула яхăн _ каллех район хаçатĕнче: вырăнти радиовещани редакторĕ, хаçат редакторĕн заместителĕ. Хăйĕн статйисене вăл "Падиаров", "Осенин", тивĕçлĕ канăва кайсан вара "Каю" псевдонимсемпе те пичетлетчĕ. Мĕн виличченех (Н.О.Падиаров 1989 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ) тăван ялĕн пурнăçне хастар хутшăнчĕ, район хаçачĕн çывăх тусĕччĕ. Николай Осиповичпа калаçса ларнă минутсемпе сехетсем, унăн асаилĕвĕсем халĕ те манăçмаççĕ. Хăйне вăтăрмĕш çулсен вĕçĕнче хаçатри пĕр йăнăшшăн "халăх тăшманĕ" тесе айăплама хăтланнине те, каярахпа парти райкомĕн пĕр секретарĕ хытă "хĕснине" те, вăрçă çулĕсенчи йывăр тапхăра та хумханса аса илетчĕ вăл. Редакци коллективĕ çамрăк та пултаруллă журналистсемпе вăйланнишĕн чунтан хĕпĕртетчĕ. ...ПИРĔН ватă хаçатçă вилес умĕн темиçе кун малтан унăн тăван килĕнче пултăмăр. Н.О. Падиаров, йывăр аптăранăскер, вырăн çинчен тăраймастчĕ ĕнтĕ. _ Вăтăрмĕш, хĕрĕхмĕш çулсенчи хаçатсене Кивĕ Шăмăршă ачине Ларшников Германа парса ятăм, - терĕ Николай Осипович вăйсăр сасăпа. _ Кирлĕ пулсан, илсе усă курăр, тен, мана та аса илĕр... Н.О.Падиарова юлашки çула ăсатма редакцирен тăваттăн _ П.И.Фомин, Г.С.Смаев, В.Т. Дудкин тата эпĕ кайнăччĕ. П.И. Фомин ватă журналиста юлашки çула ăсатнă чух масар çинче хурлăхлă сăмах каларĕ. "Эпир Сирĕн ĕçĕре малалла тăсăпăр", - терĕ Петр Иванович. Унăн сăмахĕ пурнăçа кĕрсе пыни паян яр-уççăн курăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться