Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çурт умĕнчи чечексем

 

ÇУЛСЕРЕНЕХ Карапай Шăмăршă ялĕнче çĕнĕ çуртсем нумай çĕкленеççĕ. Пĕринчен тепри хитре вĕсем. Уйрăмах "Çамрăк çемье" программа йышăннăранпа çурт лартакансен йышĕ ỹсрĕ. Çурт умĕнчи пахчара тĕрлĕ тĕслĕ чечек акса-лартса çитĕнтереççĕ. Т.Степанова, Э.Иванов, Ю.Степанов, А.Столяров, Н.Тимофеев çурчĕсен умĕсем яланах тирпейлĕ те илемлĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем куçа шартараççĕ. Иртен-çỹренсем вĕсен пахчисем çине ытараймасăр пăхаççĕ. Т.Степановапа Г.Николаеван пахчисене вара районти конкурса та тăратма юрать. "Нивушлĕ çакăн пек илеме çын тума пултарать-ши?" - тетĕн вара чечексем çине куçа илмесĕр пăхнă чух. Çакăн пек тăрăшуллă çынсене курса ыттисем те тĕслĕх илеççĕ. Çитес çул пирĕн ялта чечек тусĕсем тата та ытларах пуласса çирĕп шанатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться