Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçлет савăнса, чунтан тăрăшса

 

ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкулта вăтăр пилĕк çула çитмен 25 çамрăк специалист ĕçлет. Вăхăтĕнче ĕçлеме çеç пуçланăскерсене самаях опыт пухнă вĕрентекенсем пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ, тăван коллектива кĕме май параççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени вара пуриншĕн те паха. Ĕçлеме килнĕ çамрăксене, студент пурнăçне хыçа хăварса ĕçе кỹлĕннисене, юлашки вăхăтра пултаруллă та пуçаруллă, чунĕпе илемлĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Хорькова шкул пурнăçне ăша хывма вĕрентет. Вера Васильевна пур ĕçе те чун-чĕререн пурнăçлама юратаканскер хăйĕн опычĕпе кĕçĕнреххисене паллаштарать. Унăн вĕренекенĕсен шутĕнче _ халĕ хăйсем те маттур специалистсем _ шкулти библиотекарь Н.Игнатьева, аслă вожатăй Н.Милюшкина, класс ертỹçисем Н.Абрамовапа И.Харитонова, ачасене хушма пĕлỹ паракан В.Кузьмина, çулталăк кăна ĕçлекен С.Головинский. Çак çамрăк вĕрентекенсем халĕ шкулта хăйсен вырăнĕсене тупма пултарнă. Вĕсене районта иртекен тĕрлĕ конкурссенче, мероприятисенче, ăмăртусенче курма пулать. Вĕренекенсем те В.Хорькована кăмăллаççĕ. Унран канашсем, пулăшу ыйтаççĕ. Пурне те алă тăсса пама тăрăшать вăл. Вĕрентекенсен коллективĕ те хисеплет Вера Васильевнăна. Ăна хăйĕн ĕçне чунтан парăннăшăн, çынпа калаçма, пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕшĕн хаклать. Район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Чумуркина та В.Хорькована яланах ырăпа кăна асăнать. Ун пек маттур ĕçлекенсем пулсан çитĕнỹсем пулаççех тесе çирĕплетет. Ĕçчен çынна ял савать, теççĕ. Вера Васильевнăна ĕçне кура тивĕçлипе хаклаççĕ. Акă, кăçал вăл республикăра иртнĕ "Ĕçлекен çамрăксен чи лайăх вĕрентỹçи" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăнă. Ăна ЧР вĕрентỹ министрĕ Г.Чернова хăй Кубок парса чысланă. Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă çакă В.Хорьковашăн, унăн вĕренекенĕсемшĕн, тăван коллектившăн.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться