Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Учительсен августри конференцийĕ

 

 ЫТЛАРИ КУН Шăмăршăра районти учительсен августри конференцийĕ пулса иртрĕ, унта педагогсен стратегилле тĕллевĕсене пăхса тухрĕç. Конференцие кĕске сăмах каласа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева уçрĕ. Чун-чĕрене хумхантарса Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăрарĕ. Н.Г.Игнатьева "Вĕрентỹ _ районти пĕлỹ парас системăна модернизациленĕ тапхăрта социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли фактор" ыйтупа доклад туса пачĕ. Наталья Германовна шкулти вĕрентỹ системин эффективлăхĕ, ачасене тарăн пĕлỹ парасси, педагогсене ĕç укçи тỹлемелли çĕнĕ система çинче уйрăмах чарăнса тăчĕ. Вĕрентĕве аталантармалли çул-йĕрĕн 2040 çулчченхи проектне хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ, конференцире тухса калаçакансене çак проекта анлăн сỹтсе явма сĕнчĕ. Конференцире Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти вырăс чĕлхипе литератури учителĕ Л.А.Синякова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул директорĕ А.Г.Петров, Васанти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти пуçламăш классен учителĕ И.И.Ендиерова, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов, Васанта пурăнакан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.Г.Павлов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Дмитриев сăмах тухса каларĕç. Учительсен анлă канашлăвĕн ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕ, хăйĕн сăмахĕнче вăл педагогсен ĕçне пысăк хак панипе пĕрлех шкул умĕнче тăракан задачăсене те палăртрĕ. С.ИВАНОВ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ: цифрăсемпе фактсем ИРТНĔ вĕренỹ çулĕнче районта 21 олимпиада пулнă, вĕсене 461 ача хутшăннă. Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти географипе обществоведени тата право учителĕ Г.П.Тридворнов олимпиадăсен 5 призерне, Анат Чаткас шкулĕнчи физкультура учителĕ Н.Н.Зыков _ 5 призерне, Шăмăршăри тата Пуянкассинчи шкулсенчи правăпа обществоведени учителĕ Е.Н.Муромцева _ 6 призерне, Шăмăршă шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература учителĕ З.Н.Латыпова _ 6 призерне, Шăмăршă шкулĕнчи акăлчан чĕлхин учителĕ В.Ф.Андронова 4 призерне хатĕрлеме пултарнă. ‰ 2007 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкул никĕсĕ çинче шкулсем хушшинчи методика центрĕ туса хунă, унта информаци технологине алла илмен учительсене вĕрентнĕ. Методика центрĕнчен районти шкулсенчи 26 педагог вĕренсе тухнă, 12 педагог "INTEL" программăпа, 12 педагог базăллă программăпа свидетельство илнĕ. ‰ Шăмăршă, Палтиел, Пăчăрлă Пашьел шкулĕсенчи 9-11 классенче вĕренекенсем республикăра математикăпа, вырăс чĕлхипе, биологипе тата физикăпа ирттернĕ тăваттăмĕш дистанционнăй олимпиадăна хутшăннă. ‰ Шăмăршă шкулĕнчи Наиль Басыров (11 класс), Алла Жилкина (8 класс), Алексей Лукьянов (9 класс), Пĕтĕм Раççейри "Историн вăрттăн лабиринчĕсем" дистанционнăй конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. ‰ Шăмăршă шкулĕнчи Алсу Басыровапа (8 класс) Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи Оксана Уськина (7 класс) Пĕтĕм тĕнчери шкул ачисен "Виççĕмĕш пин çуллăх" дистанционнăй математика олимпиадине хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă. ‰ Юлашки пилĕк çул хушшинче районти 13 шкул тытăмне улăштарнă. Халĕ районта 12 шкул ĕçлет. Шкул _ ача сачĕ тата аслă классенче профиллĕ пĕлỹ паракан виçĕ шкул ĕçлеççĕ. ‰ Республикăра класс руководителĕсен ăсталăхне ỹстермелли модуль программи ĕçлет. Вĕренỹ çулĕн тăршшĕпе районти 8 класс руководителĕ çак курссенче квалификацине ỹстернĕ. ‰ Иккĕмĕш çул ĕнтĕ республикăра "Чи лайăх класснăй" конкурс ирттереççĕ. "PR-менеджер" номинацире Васанти вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ И.И.Ендиерова çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться