Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Туслă пурăнаççĕ, чăвашлăх упраççĕ

 

ШКУЛ умĕнхи пĕлỹ паракан Шăмăршăри "Ромашка" муниципаллă учреждени территорийĕнчи çамрăк хурăнсен вуллисем ерипен ухăна-ухăна илни, çулçăсем хитрен шепĕлтетни мана малалла иртме ырă суннă пекех туйăнчĕ. Садик йĕри-таврашĕ тирпейлĕхпе илĕртрĕ. Пĕчĕккисен кану площадкисенчи сĕтел-саксене, йывăçран ăсталанă "автомобильсене", карусельсене, вылямалли ытти хатĕрсене çĕнĕрен сăрласа йăлтăркка тĕс кỹни те кăмăла çĕклерĕ. Садикре ĕçлекенсем илемлĕх тĕнчине килĕштерни тỹрех сисĕнчĕ: тĕрлĕ тĕспе çиçекен чечексем чунра чи ачаш туйăмсем хăварчĕç. Улмуççисем, чиепе ирга йывăçĕсем, хура пилешпе хурлăхан тĕмĕсем те территорие илем кỹрсе тăраççĕ. Купăста, сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр йăранĕсем таса. Çимĕçсем лайăх çитĕннĕ. Учреждени шалтан та тирпейлĕхпе савăнтарчĕ. _ Июль уйăхĕнче чỹречесене, алăксене, стенасене, урайсене хамăр коллективпа сăрласа тухрăмăр, _ кăмăллăн пĕлтерчĕ садик заведующийĕ М.Герасимова. _ Ачасен хăш-пĕр групписен пỹлĕмĕсене обойсем çыпăçтарса хитрелетрĕмĕр. Материалсемпе райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕ централизациленĕ майпа тивĕçтерчĕ. Заведующипе пĕрле пĕчĕккисен пỹлĕмĕсене пăхса çаврăнтăмăр. Кашни группăн _ вĕсене садикре 6 ушкăна пайланă _ çут-çанталăк, вĕрентỹ, вăйă тата спорт кĕтесĕсем пур. Эпир курса çỹренĕ вăхăтра воспитательсем хăйсен групписемпе занятисем ирттеретчĕç. _ Занятисене Раççей Федерацийĕн "Детство" тата Чăваш Республикин "Дошкольник" программисене çирĕп пăхăнса йĕркелетпĕр, - кабинетра калаçăва малалла тăсрĕ Мария Ивановна. _ Юлашки çулсенче темиçе предмета пĕрлештерсе комплекслă занятисем ирттересси, вĕсенче кăтартуллă тата ỹкерчĕксемлĕ пособисемпе анлăн усă курасси, ачасем хăйсен тавра курăмне, ăс-тăнне, çырав хăнăхăвне аталантарма пулăшакан тĕрлĕ упражненисене ятарлă тетрадь çинче палăртса пырасси, стандартлă мар ытти формăсене анлă çул парасси йăлана кĕчĕ. Пĕчĕккисен сывлăхне физкультура занятийĕсенче çĕнĕ упражненисемпе çирĕплетесси, вĕсен ỹт-пĕвне уçă сывлăш, хĕвел, шыв процедурисемпе пиçĕхтересси те программăпа килĕшỹллĕн пырать. Садикри воспитательсем _ ĕçре пысăк опыт пухнă специалистсем. Акă, М.Герасимова заведующин педагог стажĕ 33 çулпа танлашать. В.Севрюгина аслă воспитатель, Л.Сергеева, С.Александрова, О.Абанникова, Г.Сергеева, О.Гаврилова воспитательсем 25-шер çул, А.Гаврилова воспитательпе Л.Ермолаева музыка руководителĕ 20-шер çул, М.Драгунова, Е.Воробьева, Г.Драгунова, А.Лукьянова, Е.Петровапа В.Шерникова воспитательсем 15-шер çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Вĕсене ача сачĕ уçăлнăранпах _ 1991 çултанпа Н.Артемьева, Н.Воробьева, А.Верьялова, Л.Захарова, Т.Кадышева, З.Кудряшовапа Е.Кулакова няньăсем пулăшса пыраççĕ. Воспитательсем музыка руководителĕпе пĕрле кашни уяв тĕлнех утренниксемпе концертсем, тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем ирттереççĕ. Хăш-пĕр конкурссене ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнаççĕ. Кашни çулах (апрелĕн 25-мĕшĕнче) Чăваш чĕлхин кунне уявласси те садикре йăлана кĕнĕ. Çак кун пĕчĕккисем чăваш юррисене шăрантараççĕ, наци кĕпе-тумтирне тăхăнса вăйă картине тăраççĕ, такмакласа ташлаççĕ. Учрежденирех чăваш мини-музейĕ те пур. Кунта мăн асаттесемпе асаннесен кĕпе-тумтирĕпе тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем тирпейлĕн упранаççĕ. Ачасен сывлăхне Ф. Амерханова медсестра пăхса-тĕрĕслесе тăрать. Опытлă медицина ĕçченĕ учрежденири санитарипе гигиена йĕркисене те тимлĕхре тытать. Пĕчĕккисем садикре кунне 4 хутчен апатланаççĕ. Т.Мироновапа Р.Ильина поварсем апата тутлă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Участокра çитĕнтерекен пахча çимĕç ачасене салатсемпе тивĕçтерме май парать. Садик территорийĕнчи улма-çырларан вара тутлă компот вĕретеççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе садикри воспитательсем хушшинче юлашки çулсенче ятарлă конкурс йĕркеленине те мухтамалла кăна. Халĕ комисси унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетет. Кăçал, май уйăхĕн вĕçĕнче, вĕрентỹ пайĕн специалисчĕсем районти садиксен выпускной групписем хушшинче ятарлă тĕрĕслев ирттернĕ. Пĕрремĕш класа каякан ачасен тĕрлĕ енлĕ аталанăвне тĕпченĕ хыççăн, тĕрĕслев итогĕсем тăрăх "Ромашка" ача сачĕ пĕрремĕш вырăна тухни палăрнă. Учреждени работникĕсене вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче малашне те ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться