Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкула çỹреччĕр вĕренме...

 

СИСМЕРĔМĔР те, иртрĕ çулла. Ачасен хаваслă кану кунĕсем те хыçа юлчĕç. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ, пĕрремĕш чĕрĕк пуçланчĕ. Хăш-пĕри сăрласа илемлетнĕ класа пĕтĕм чун хавалĕпе килсе кĕрет. Теприсемшĕн шкул вăхăта ирттермелли вырăн çеç тейĕн. Арçын ачасем хул хушшине амăшĕсем лавккаран апат-çимĕç туянса йăтса килекен пысăках мар хутаçа хĕстереççĕ те (паллах, унта виçĕ-тăватă тетрадьпе пĕр кĕнекерен ытла мар) васкамасăр вĕренỹ çуртне утаççĕ. Хĕрсем те сăрланмалли-сĕрĕнмелли чиксе çỹрекен пĕчĕк сумккасемпех шăкăлт-шăкăлт тутарса пыраççĕ. Пичĕ-куçĕсене сăрласа капăрлатнăскерсем шкула мар, мода çуртне каяççĕ тейĕн. Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен чиперукĕсене пĕр сăмах каласа та вăрçмасть пулĕ çав. Тумĕсем пирки каламалли те çук _ мĕн кăна çакса ямаççĕ. Килĕшỹллĕ-и, çук-и _ пĕр сăмахпа каласан _ мода, унран юлма юрамасть. Юлашки çулсенче тата ватти-вĕтти те кăмăллакан сотовăй телефонсем тарăн тымар ячĕç. Утса пыраканĕ те, лараканĕ те, ĕçлекенĕ те шăнкăравласа калаçса кăна тăрать. Питĕ меллĕ те, кирлĕ япала пулса тăчĕ телефон. Анчах енчĕкри укçана та лайăхах çỹхетме пулăшать вăл. Ĕçлекен çыншăн темех мар пулĕ-ха ку, шкул ачисемшĕн вара усăсăр укçа-тенке тăкакламалли кăна-тăр. Шутласа пăхсан, шкул сĕтелĕ хушшинче ларакан вĕренекене телефон ним тума та кирлĕ мар пек туйăнать. Çавна пулах, телефонра укçа пĕтсен, пĕр-пĕрне хăратса укçа тупасси те сарăлса пырать. Ашшĕ-амăшĕн те нухрачĕ вĕçĕмсĕр тăкăнса тăмасть ĕнтĕ. Ытлашши укçапа кĕнеке-тетрадь туянсан вырăнлăрах та. Çук çав, каппайланас шухăш малта тăнă чухне, теприсен умĕнче "чăнкăрах" курăнас тесе чаплăран та чаплă телефонсем улăштарсах тăраççĕ. Уроксенче те телефонпа калаçса ларма вăтанмаççĕ. Пĕлỹ çурчĕ мар, чăн-чăн модăпа электроаппаратура куравĕ тейĕн. Кашни вĕренỹ çулĕ умĕн шкул форми пирки сăмахлаççĕ. Шел те, вăл ниепле те вырăн тупаймасть-ха. Темшĕн кăмăлламаççĕ пĕр евĕрлĕ тума ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, çав шутрах вĕрентекенсем те. Вĕрентекенсем тенĕрен, шăпах вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем вĕренекенсен тумне хак пама тăрăшаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, хăшĕ-пĕрисем тумне кура калаçаççĕ. Йỹнĕрех тум тăхăннисене сăмахпа тĕксе илме те пултараççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ пĕр класри ачасемех темиçе ушкăна пайланса кайни. Кăçалхи вĕренỹ çулĕ нумайрах ырă хыпарпа савăнтарасса шанас, шкул _ вĕренỹ çурчĕ пулнине ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем яланах асра тытнине ĕненес килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться