Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спортпа туслă

 

Саша СПОРТ пурнăçра пулăшса пынине пурте лайăх пĕлетпĕр. Вăл сывлăха çирĕплетме те май парать. Çакна ăнланакансем ачаранах хăйсен ỹт-пỹне пиçĕхтереççĕ. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕреннĕ А.Ишмуллин та çакна пĕчĕк чухнех ăса хывнă. Ачасемпе футбол вылянă, чупнă, сикнĕ. Маларах, хам Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренме пуçличчен, Сашăпа курса калаçма май килменччĕ. Кунта килсен вара унăн çитĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсене хам куçпа курса пытăм, уншăн савăнтăм. Ара, Саша шкулта кăна мар, районти ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăнчĕ. Физкультура урокĕсене Н.Чамеев вĕрентме пуçласан Саша татах та спорт енне вăйлăрах туртăнма пуçларĕ. Николай Степановичăн асăрхаттарăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Шкулпа сыв пуллашнă А.Ишмуллина манăн малашнехи пурнăçра та çитĕнỹпе ăнăçу сунас килет. Ун пек çамрăксем пурри пире пурне те савăнтарать-çке.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 августа 2007
00:00
Поделиться