Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкул пултăр иккĕмĕш кил

 

ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕ умĕн пирĕн штатра тăман корреспондент А.Антонов Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкул директорĕпе Г.Н. ЛАРШНИКОВПА тĕл пулса калаçнă, унран тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

_ Герман Николаевич, ачасен каникул вăхăчĕ еплерех иртсе пырать-ши?

_ Çуллахи каникул пуçланнăранпа шкул ачасемсĕр пĕр вăхăт та ларман. Çу кунĕсенче шкулта лагерь аван ĕçлерĕ, унăн ячĕ те илемлĕ_ "Хаваслă ачасем". Çак лагере пурĕ 45 ача çỹрерĕ, вĕсемпе унта тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. Ачасемпе пĕрле хаваслă çу кунĕсене ирттерекенсем _ Н.Н.Архипова, С.В.Якушова тата Л.А. Сергеева вĕрентекенсем. Хĕрачасемпе арçын ачасене пылак шывсемпе, пахча-çимĕçпе тата ытти тутлă апат-çимĕçпе А.Егорова тата В.Иванова тивĕçтерчĕç. Çав вăхăтрах çу кунĕсенче аслă классен бригади ĕçлерĕ. Вĕсем тăрăшса вăй хунипе шкулăн пысăк хранилищине туса пĕтернĕ. Вĕренекенсем хăйсемех кирпĕч купаларĕç, пахча-çимĕç хумалли стеллажсем хатĕрлерĕç. Унсăр пуçне класс пỹлĕмĕсене юсама хастар хутшăнчĕç. Çак ĕçе пурнăçлама ашшĕ-амăшĕсем хутшăннине те палăртса хăвармалла. Ачасем шкул территорине илем кỹрес тесе те нумай тăрăшрĕç.

_ Шкул пахчинче мĕнле пахчаимĕç çитĕнтеретĕр?

_ Шкул директорĕ çирĕплетнĕ ятарлă график тăрăх, ачасем пахчари тĕрлĕ пахча çимĕçе шăварса, çумкурăкран тасатса тăчĕç. Акă, сăмахран, шкул пахчинче мĕн пурĕ 1190 тĕп купăста, 100 тĕп ытла помидор çитĕнтернĕ, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, хăяр, сухан йăранĕсем чуна савăнтараççĕ. Пахча-çимĕç йăлтах шкул столовăйĕ валли каять. Çавна май ĕнтĕ ачасен вĕри апачĕн хакĕ самаях йỹнелĕ. Хальхи вăхăтра пахча-çимĕçе хĕл валли хатĕрлес ĕç пырать.

_ Тĕрлĕрен чечексем те куçа илĕртеççĕ. Çак ĕçшĕн те вĕренекенсемех яваплă пулĕç...

 _ Ачасем шкул умĕнчи чечек клумбисене тирпейлесе-пăхса тăраççĕ. Ку ĕçсене шкул участокĕн ертỹçи Л.А.Тимофеева йĕркелесе пырать.

 _ Хальччен пулман çĕнĕлĕх пур-и шкулта?

_ Кăçал вут-кăвартан сыхлас тĕлĕшпе шкулта сигнализаци лартнă. Ку ĕçе Патăрьелĕнчи бригада пурнăçларĕ. Шкула тул енчен капăрлатнă, чỹречесене сăрласа тухнă, фундамента тирпей кỹнĕ, компьютер классне çĕнетнĕ.

_ Юсав ĕçĕсем валли укçа-тенкĕ ăçтан тупрăр?

 _ Шкулти юсав ĕçĕсене ирттерме шкул тракторĕпе ĕçлесе илнĕ тупăшпа усă курнă тата районти вĕрентпайĕ пулăшрĕ.

_ Герман Николаевич, пĕрремĕш класа миçе ача килмелле? Çĕнĕ вĕрентекенсем пулĕç-и?

_ Кăçал 1-мĕш класа 3 ялтан пурĕ 15 ачаран кая мар килмелле. Иртнĕ çул физика учителĕ çуккипе тарăхнă пулсан, кăçал вара çамрăк специалист килчĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче сăнавлă майпа 4-мĕш класра кадет класĕ йĕркелесшĕн. Халĕ çавăн валли документсем хатĕрлес ĕç пырать. Ку тĕллевпе Канаш хулинчи 6-мĕш шкул опычĕпе паллашрăмăр. Вĕсен опычĕ пысăк, темиçе çул хушши ĕçлеççĕ . Тата тепĕр çĕнĕлĕхсенчен пĕри вăл _ çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен ачасене çĕнĕрен галстук çыхса, пионерсен ретне кĕртме тытăнасшăн. Кăçал шкулти географи кабинечĕ валли ЧР вĕрентỹ министерстви уйăракан çĕнĕ интерактивлă доска кĕтетпĕр. Вĕрентỹ ĕçне наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркелесе пыма тăрăшатпăр. Халĕ пирĕн 8 учитель Шăмăршă шкулĕ йĕркеленĕ компьютерпа çĕнĕ технологисене вĕрентекен ятарлă курссене çỹрет.

_ Пултаруллă ачасене мĕнле майпа хавхалантаратăр?

_ Çу кунĕсенче шкул лагерĕнче ĕçленĕ ачасем Шупашкара кайма тивĕç пулчĕç. Унта вĕсем заливра пулса курнă, музейсене кĕрсе çỹренĕ, тĕрлĕ аттракционсенче пулса савăннă. Шкул çумĕнчи "Мерчен" фольклор ушкăнĕ вара Раççей тĕп хулипе _ Мускавпа паллашма экскурсие кайса килчĕ. Ачасем унта ВВЦ-ри тĕрлĕ павильонсемпе паллашрĕç. "Америка тăвĕсем" аттракцион та вĕсене калама çук килĕшрĕ. Хĕрлĕ Площадьре, Кремльте, Тупă-патшапа Чан-патшана курса киленчĕç. Экскурсие кайса килме укçа-тенкĕ район администрацийĕ парса пулăшрĕ. Шкулта вĕренекен ачасен пĕр пайĕ республикăри тĕрлĕ лагерьсенче вăй пухрĕ, сывлăхне çирĕплетрĕ.

_ Спорт _ сывлăх çăлкуçĕ. Çитĕнỹсемпе хĕрсемпе каччăсем савăнтараççех пулĕ...

_ Спортра пысăк улшăнусем пуласса кĕтетпĕр. Уйрăмах кунта çамрăк спортсмена В.Смаева палăртса хăвармалла. Юлашки вăхăтра районти ăмăртусенче 1-мĕш вырăнсене йышăннă май, вăл шкул чысне çĕклессе шанса тăратпăр.

_ Хăвăр вĕренекенĕрсене, вĕренсе тухнисене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

_ Пурне те çапла калас килет: хăвăра çуратсастернĕ аçăр-аннĕре манса ан кайăр, мĕнле пулсан та, чаплăрах çынсем умĕнче вĕсенчен ан вăтанăр. Пурнăçра хăвăр пултарайманнине ан хапсăнăр, пултаракансене вара _ хисеплĕр, вĕсем пек пулма тăрăшăр, каярах сире те хисеплĕç çакăншăн. Пурăнма çăмăл меслет кăна ан шырăр, нумай чухне çакă нуша патне илсе çитерет. Пурнăç усăсăр иртни _ чи пысăк инкек вăл, ман шутпа. Сывлăхăрсем çирĕп пулччăр! Пурнăçра тĕрĕс те тỹрĕ çул суйласа илме Турă пулăштăр сире, пысăк çитĕнỹсем тума сунатăп!

_ Тавах сире, Герман Николаевич! Çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатăп Сире те.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 августа 2007
00:00
Поделиться