Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ферма тулать _ укçа пулать

 

"БЕЗДНА" фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх йышĕ ỹссех пырать. Хальхи вăхăтра кунта 54 пуç мăйракаллă шултра выльăх (красногорбатовская тата швицкая ăратлисем) тата шурă-шултăра ăратлă 160 пуç сысна усраççĕ. 26 сысна ами çăвăрланă, 10 амана ăрат валли суйласа илнĕ. Ирпе 7 сехетрен пуçласа тĕттĕмленичченех кĕтеççĕ улăхра ĕне выльăхсене Владимирпа Валентина Борисовсем. Витене хупсан вĕтетнĕ курăк çитереççĕ. Ешĕл массăна хиртен тракторпа Алексей Шикин турттарса тăрать. Пушмак пăрусене Мария Фадеевапа Елена Гаврилова, сыснасене Тамара Шикинапа Анна Петрова пăхаççĕ. Коллектив питĕ туслă, пĕр-пĕрне пулăшма ỹркенсе тăмаççĕ. _ Выльăхсем лайăх ỹт хушаççĕ, _ тет Сергей Ишмуллин зоотехник. _ Чунтан тăрăшса ĕçлекенсене хаçат урлă тав тусан питех те савăннă пулĕччĕç. Тавах сире, "АПК аталанăвĕ" наци проектне хастар ĕçпе пурнăçа кĕртекен маттур çынсем! Ваттисем каланă пек, вăй патăр!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 августа 2007
00:00
Поделиться