Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эх, вĕçленет-çке каникул...

 

ÇАПЛААПЛА, хаваслă кану вăхăчĕ вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кĕçех вĕренекенсем парта хушшине ларса малалла ăс пухма тытăнĕç. Пирĕншĕн те хĕрỹ тапхăр пуçланать вара: вула, çыр, шутла... Тăван шкулăм та виçĕ уйăх хушшинче тунсăхласа лармарĕ. Ачасем кунта килсех çỹрерĕç, тĕрлĕ ĕçсем тума пулăшрĕç. Пахчари хĕрлĕ, сарă, кĕрен чечексем çу кунĕсенче хăйсен илемĕпе пурне те тыткăнларĕç, савăнтарчĕç. Çакă пире те хăпартлантарать. Çĕнĕ ĕçсем те сахал мар туса ирттернĕ шкулта. Пушар хăрушсăрлăхĕн сигнализацийĕ хута кайрĕ, шкул çивиттийĕ çĕнелчĕ, çĕнĕ тротуар сарăлчĕ, классене те тирпей-илем кĕртнĕ. Апла пулсан, иккĕмĕш кил пире кĕтме хатĕр. Эпир те, вĕренекенсем, тус-юлташсемшĕн тунсăхласа çитрĕмĕр. Пĕр-пĕринпе калаçмалли, сỹтсе явмалли пирĕн питĕ нумай. Çавăнпах пулĕ, часрах шкул еннелле утас, вĕрентекенсен çăварĕнчен пăхса ларса ăс пухас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 августа 2007
00:00
Поделиться