Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çирĕп те тарăн пĕлỹшĕн

 

Ĕнер Шăмăршăра районти учительсен августри канашлăвĕ пулса иртрĕ. Аслă пуху умĕн пирĕн корреспондент район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕпе Н.Г.ИГНАТЬЕВАПА тĕл пулса калаçнă.

_ Наталья Германовна, республикăри вĕрентỹ ĕçченĕсен анлă канашлăвĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ çапла каларĕ: "Паян тĕнче ăс-хакăл ĕçĕн, информаци пĕлтерĕшĕпе хакĕ темиçе хутснĕ, пĕлэкономики халăх хуçăлăхĕн питĕ кирлĕ отраслĕ кăна мар, унăн никĕсĕ пулса тăракан саманана кĕчĕ". Çак сăмахсене Эсир еплерех хаклатăр?

_ Президент питĕ тĕрĕс каларĕ: паянхи шкулăн ачана нумай енлĕ аталаннă, пуян ăс-хакăллă, кăмăл-сипетлĕ, чи кирли _ хăйпе хăй тата ыттисемпе килĕшллĕ, апла тăк телейлĕ çын пулсасме пулăшмалла. Ку вăл шкул вĕрентĕвĕн витĕмлĕхне палăртакан тĕп критерисенчен пĕри пулмалла. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ критери _ ачасене пулас профессие хатĕрлесси, татăлусăр вĕренĕве хăнăхтарасси. "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине паян тỹрремĕн ăнланмалла. Ялан вĕренмелле: ача садĕнче, шкулта, аслă шкулта, ĕçре. Унсăрăн паян нимĕнле профессире те тивĕçлĕ шайра тытăнса тăраймăн. Пĕтĕм тытăмри педагогсен тĕп тĕллевĕ вĕренме вĕрентесси пулмалла", _ терĕ Н.В.Федоров Президент. _ Çакна хамăр районти кăтартусемпе çирĕплетсе параймăр-ши? _ Çулталăк каялла эпир Президентăн "Çĕнĕ шкул" программипе "Вĕрентỹ системин реформи" проекчĕ мĕнле пурнăçланса пынине пĕтĕмлетрĕмĕр. Вĕсен тĕп тĕллевĕ _ вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатасси. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче районти 243 выпускник ЕГЭ меслечĕпе вырăс чĕлхипе тата математикăпа аттестаци иртрĕ. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, математикăпа кăтартусем чылай лайăхрах. Çав вăхăтрах вырăс чĕлхипе Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Анат Чаткасри вăтам шкулсенче пĕлỹ шайĕ çите-лĕксĕрри палăрчĕ. 9-мĕш классенчи выпускниксен аттестацийĕ çапларах: математикăпа 215 вĕренекенрен 58 проценчĕ "4" тата "5"; 37 проценчĕ "3" паллăсем илнĕ, 5 проценчĕ ĕçе пурнăçлайман. Вырăс чĕлхипе 215 вĕренекенрен 46 проценчĕ "4" тата "5", 48 проценчĕ "3" паллăсем илнĕ, 6 проценчĕ япăх пĕлỹ кăтартнă. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче районта 21 олимпиада пулнă, вĕсене 461 вĕренекен хутшăннă. Районти олимпиадăсенче Кивĕ Чукалти, Карапай Шăмăршăри, Анат Чаткасри, Пуянкассинчи шкулсенче вĕренекенсем ырă тĕслĕх кăтартнине палăртмалла. Вĕсемех республикăри олимпиадăсенче те лайăх пĕлỹ илнине çирĕплетеççĕ.

_ Районта "Вĕрентỹ" наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пырать?

 _ Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 12 шкула та Интернет сечĕпе çыхăнтарнă. Асанкассинчи пуçламăш шкулсăр пуçне, ыттисен пурин те электронлă почта тата хăйсен сайчĕ пур. Кăçал районти шкулсем валли 18 компьютерпа 8 принтер туяннă. Хальхи вăхăтра районти 14 вĕренекене пĕр компьютер тивет.

_ Наталья Германовна, çитес çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче учительсене ĕçшĕн çĕнĕлле тлемелли йĕрке çине куçĕç. Çĕнĕ проекта Эсир мĕнлерех хаклатăр?

_ Ĕçшĕн тлемелли çĕнĕ тытăмăн пĕлтерĕшĕ пирки çакна каламалла. Çак йĕрке тăрăх учителĕн професси ĕç-хĕлĕн кăтартăвне хакласси икĕ пайран тăрать: никĕс пайĕ тата хавхалантару пайĕ. Йăлана кĕнĕ "сехетшĕн" тỹленинчен вăл учитель ĕçне нормăлас çĕнĕ механизмпа, унта уроксемшĕн кăна мар, унăн ĕç-хĕлĕн пĕтĕм енĕшĕн _ кăтартăвĕсемпе витĕмлĕхне кура тỹленипе уйрăлса тăрать. Çĕнĕ тытăм тапхăрăн-тапхăрăн ĕçе кĕмелле. 2009 çулта районти пур шкул та çак йĕрке çине куçĕ. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, педагогсен ĕç укçи 25 процент, 2008-2009 çулсенче икĕ хут ỹсет. Ĕçшĕн çĕнĕлле тỹлес тытăм çине куçнă май, вĕрентỹре ĕçлекенсене аттестацилес йĕркене те улшăнусем кĕртĕç. Ĕçшĕн çĕнĕлле тỹленĕ чухне хавхалантару пайне кама, мĕн чухлĕ парассине шкул директорĕ, попечительсен канашĕн, ертсе пыма хутшăнакан канашăн членĕсем пĕрле канашласа татса парĕç. Чи пултаруллисен, паха кăтартусемпе палăрнисен ĕç укçи икĕ-виçĕ хут та ỹсме пултарĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 августа 2007
00:00
Поделиться