Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕсем редакцие таврăнаймарĕç...

 

Нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕршыв çине вăрçăпа сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсен, çĕр шыври çара юрăхлă мĕнпур çынсем пекех, шăмăршăсем те хаяр тăшманпа кĕрешме çĕршерĕн фронта тухса кайрĕç. Вĕсем хушшинче район хаçат редакцийĕпе типографире ĕçлекенсем те пулчĕç. Пичетпе полиграфи ĕçченĕсем фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçрĕç. Нумайăшĕ каялла таврăнаймарĕç, хăйсен юратнă ĕçне малалла тăсаймарĕç. Эпĕ, пичет ĕçĕнче хĕрĕх çула яхăн ĕçленĕскер, вĕсенчен нумайăшне лайăх астăватăп, чылайăшĕпе хаçат валли материалсем пĕрле хатĕрленĕ, ăна типографире пĕрлех калăпласа пичетленĕ. Тăван çĕршыв никама пăхăнманлăхĕшĕн паттăррăн кĕрешсе пуç хунă пичет тата полиграфи ĕçченĕсем çинчен сăмах хускатсан, тỹрех А.И.Матвеева аса илетĕп. Вăл хамăр ентеш, Палтиел ялĕнче 1907 çулта çуралнă, çак ялтах ỹссе çитĕннĕ. Район хаçатĕнче ĕçлеме пуçличчен Афанасий Иванович партин Шăмăршă райкомĕн инструкторĕ пулнă. 1937-1938 çулсенче хаçат редакцине ертсе пынă. Ватă çынсем Д.А.Обофорова лайăх астума кирлĕ. Çĕрпỹ район çынни пулнă вăл, Пăваркасси ялĕнче 1908 çулта çуралнă. Пирĕн района куçса киличчен Денис Алексеевич Вăрнар райхаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланиччен икĕ çул хушши Шăмăршă районĕнче тухса тăракан "Сталин ялавĕпе" хаçата редакциленĕ. Унăн пурнăçне те хаяр вăрçă вăхăтсăр татрĕ. Талантлă, пысăк малашлăхлă хаçатçăччĕ ман юлташăм. Калăплă ĕçсем çырма ĕмĕтленетчĕ. Вăрçа пула çакна пурнăçлаймарĕ... Михаил Митрофанович Дмитриев _ район хаçачĕн чи малтанхи секретарĕ. Вăл _ Кивĕ Шăмăршă çынни. 1914 çулта çуралнă. 1937 çулта ăна Тинĕс-Çар Флотне илнĕ. "Беспощадный" катер çинче службăра тăнă. Çав çулсенчи хаçатсене уçса пăхсан, Михаил Митрофанович ярса панă темиçе материалпа паллашма пулать. Вĕсенче вăл çар пурнăçĕ, вăрçă хăрушлăхĕ çинчен каласа парать, ентешсене тăшмана çапса аркатас тĕллевпе тылра та тăрăшма чĕнет. Игнатий Сорокин 1938 çулта хаçат редакторĕн заместителĕ пулнă. Унччен вăл парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. Тăван ялĕ _ Палтиел. 1908 çулта çуралнă. А.Г.Атманов типографири аслă наборщик пулнă. Çураласса вăл Хусанта çуралнă. Вăтăрмĕш çулсенче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Шупашкара куçса килнĕ. 1937_1939 çулсенче Шăмăршăри типографире наборщикре, мастерта ĕçленĕ. Районта кăна мар, пĕтĕм республикипех паллă стахановец пулнă. Анатолий Григорьевич 1938 çулта Хĕрлĕ Çара кайрĕ те каярахпа вăрçа лекрĕ. Унтан каялла таврăнаймарĕ... Александр Степанович Кирпичников та _ полиграфист. Вăл типографин пĕрремĕш директорĕ пулнă. 1908 çулта Энтĕрьелĕнче çуралнă. 1938 çулта А.С.Кирпичникова типографирен райĕçтăвкома куçарчĕç. Унта вăл инструкторта ĕçлерĕ, тепĕр çул вара ăна парти райкомĕн инструкторĕ пулма çирĕплетрĕç. Фронта 1941 çул вĕçĕнче тухса кайрĕ. Антон Григорьевич Вазанов (Антон Таньки) 1917 çулта Васанта çуралса ỹснĕ. 1936-1937 çулсенче райхаçатăн литература сотрудникĕ пулнă. Иван Григорьевич Яковлев 1905 çулта Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. 1937 çултан пуçласа фронта тухса кайичченех (1941 çулччен) типографире печатникре ĕçлерĕ. Николай Александрович Крылов Виçпỹрт Шăмăршă çынниех. 1920 çулта çуралнă. 1938-1939 çулсенче редакци бухгалтерĕ пулнă. Çапла, вăрçа пула эпир опытлă журналистсене, полиграфистсене вăхăтсăр çухатрăмăр. Çавна май редакципе типографире ĕçлеме çĕнĕ çынсене, халиччен ку ĕçпе тĕл пулманнисене хăнăхтарма тиврĕ. Вĕсем мĕн вăрçă вĕçленичченех хаçата вăхăтра та тирпейлĕ кăларса тăма тăрăшрĕç. Район çыннисене çĕнĕ хыпарсемпе тĕплĕн паллаштарса тăчĕç, хăйсен умĕн фронта тухса кайнă аслă юлташĕсен ятне ямарĕç. Эпир те пуç таяр паян, вĕсен ырă ячĕсене асăнса, хаçат кăларма çул хывса панăшăн, хăйсем чĕрĕ мар пулин те, тав сăмахĕ калар...

 

Н.ПАДИАРОВ, ("Коммунизм çулĕ" хаçат, 1985 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ). РЕДАКЦИРЕН. Н.О.Падиаров хĕрĕх çула яхăн район хаçатĕнче ĕçленĕ, литсотрудник, пай пуçлăхĕ, тĕп редактор çумĕ пулнă. Пĕр хушă хаçат редакторĕнче те вăй хунă. Çĕре кĕричченех хаçата çырса тăратчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 августа 2007
00:00
Поделиться