Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Урам

 

ШĂМĂРШĂН аслă урамĕпе утса пыратăп. Икĕ хутлă çуртсем, бордюрсем, ем-ешĕл газон, лапсăркка çăкасем, нумаях пулмасть тытнă эрешлĕ картасем куçа илĕртеççĕ. Чечек клумби çумĕпе те лăпкă чунпа иртеймĕн: сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем кăмăла çĕклеççĕ. Лайăххипе япăххи те юнашарах иккен. Акă, чечек клумби çумĕнчех сăра кĕленчи выртать. Инçех те мар, газон çинчех, минерал шывĕн пластик савăчĕ. Конфет хучĕсем, пушаннă сигарет пачки... Çак ỹкерчĕке курма хăнăхса çитрĕмĕр пулмалла ĕнтĕ. Çынсем тасатнине, тирпейленине хисеплеместпĕр, урама илемсĕрлететпĕр. "Тасатса тăнă çĕрте мар, çỹпĕлемен çĕрте тирпейлĕ", _ теççĕ халăхра. Çỹпĕлемесĕр пурăнма хăçан хăнăхса çитĕпĕр-ши, ентешĕмсем? Район центрĕнче çеç мар, ялсенче те тирпейлĕхшĕн çителĕксĕр тăрăшатпăр. Виçĕ-тăватă çул каяллахи хĕрỹллĕх мĕншĕн сỹнчĕ-ши? Асфальт çул хĕрринчи вĕлтĕренпе эрĕм, йăваланса выртакан ăпăр-тапăр урама илем кỹмеççех ĕнтĕ. Строительство материалĕсене те тирпейлĕ купаласа хурасчĕ. Çакна асра тытар: темле чаплă çуртсем лартсан та, асфальт сарсан та урамра тирпей пулмасан çав яла илемлĕ тееймĕн. Районта "Чи илемлĕ урам" конкурс та йĕркеленĕччĕ. Анчах хут çинче çеç пымасть-ши вăл? Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, депутатсен урамсен тасалăхĕшĕн, хамăр пурăнакан вырăн илемĕшĕн куллен тăрăшмалла. Йĕркене пăсакансенчен, урама варалакансенчен çирĕпрех ыйтмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 августа 2007
00:00
Поделиться