Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫЛТĂН ПЕК ХАКЛĂ КУНСЕМ

 

ÇУРХИ тулă уйĕпе шăвакан "Енисей" комбайн бункер тулнине пĕлтерсе сигнал пачĕ те, ун патне Юрий Угарин водитель тытса пыракан ЗИЛ автомашина васкарĕ. Кузов çине ылтăн пек пĕрчĕсем шăпăртатрĕç. _ Вырма пуçланнăранпа 5 пин центнера яхăн тырă пухса çапрăмăр, _ терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Анисимов. _ Юрий Фадеев юлташăмпа питĕ килĕштерсе ĕçлетпĕр. СК-5 "Нива" комбайн хуçи Василий Еремеев та бункер тулни çинчен систерчĕ. Василий Иванович, тивĕçлĕ канура пулсан та, хĕрỹ тапхăрта тăван хуçалăха пулăшать. 1965 çулта ларнă вăл пуçласа комбайн çине, сисмесĕрех 42 çул хыçала юлнă. Хастар ĕçшĕн В.Еремеева пĕрре çеç мар Хисеп грамотипе, хаклă парнесемпе чысланă. Пĕлтĕр, акă, Ял ĕçченĕсен уявĕнче ăна тĕслĕ телевизор парнеленĕччĕ. "Бездна" фермер хуçалăхĕнче пухса кĕртмелли тата 100 гектара яхăн çурхи тулă çеç юлнă. Кĕлетсем тулли, Александр Сатеев фермер элеватора тонна хыççăн тонна тырă ăсатать. Клейковина хисепĕ пысăк. Хуçалăхра кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, çĕртме сухи тăваççĕ. Кунта Владимир Борзов механизатор ырă тĕслĕх кăтартать. Вăтăр çул ытла гусеницăллă тракторпа ĕçлекенскер, Владимир Ильич сухара пахалăхшăн нумай тăрăшать. Пĕр хирте комбайнсем ĕçлеççĕ, Сухалаççĕ тепĕр хирĕнче. Вăхăт хаклине пурте пĕлеççĕ _ Алăкран шаккать-çке кĕркунне! "Бездна" фермер хуçалăхĕ кĕр тыррисем акма та пуçăнчĕ, вăрлăха имçамласа, минераллă удобренипе пĕрле акаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 августа 2007
00:00
Поделиться