Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ача çулĕ" ахаль иртмест

 

 ЧР ПрезиденчĔ Н.Федоров 2007 çула ачасене халаллани чăнах та хăйĕн ырă çимĕçĕсене кỹрет. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те патшалăх хỹтлĕхне сăмахпа çеç мар, укçа-тенкĕ енчен те лайăх туйса тăраççĕ. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, амăшĕн капиталне илме паянхи кун тĕлне 1862 заявлени панă, Çав шутра иккĕмĕш ача çуратнăшăн _ 1490, виççĕмĕш е ытларах ачашăн _ 372. Çак çул пуçламăшĕнчен паянхи вăхăта 1378 ача амăшне сертификат панă ĕнтĕ. "Сывлăх" наци проекчĕ тăрăх сиплев учрежденийĕсем ача çуратмалли пĕрремĕш номерлĕ 9030 талонпа, иккĕмĕш номерлĕ 8762 талонпа усă курнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра ача амăшĕсене йывăр çын чухне тата çуратнă вăхăтра пулăшу парас тĕллевпе пурĕ 63,938 миллион тенкĕ тăкакланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 августа 2007
00:00
Поделиться