Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Тăванăм, тăван, лар юнашар..."

 

РАЙОН хаçачĕн чи активлă обществăлла корреспонденчĕсен йышĕнче Васан ялĕнче пурăнакан Р.Г.Смаева та пур. Роза Георгиевна _ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, хĕрĕх çула яхăн ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма вĕрентнĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ Палтиел хĕрĕ хăйĕн пурнăçне Васан ялĕпе çыхăнтарнă та, телейне те кунтах тупнă. Мăшăрĕпе _ Геннадий Семеновчпа _ икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли _ Эдуард _ милици сотрудникĕ, тепĕр ывăлĕ _ Вячеслав _ Камчатка тăрăхĕнче пулă тытать. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тăватă çул хушши шкулта ĕçленĕ Роза Георгиевна. Хайĕн предметне ачасем юратчĕр тесе вăй-халне те, ăсталăхне те шеллемен. Район хаçачĕн çывăх тусĕ пулнă май, Роза Георгиевна ялти хисеплĕ çынсем çинчен статьясемпе очерксем, тĕрленчĕксем сахал мар çырнă. Вăхăт çук тесе тăмасть ялти корреспондент, редакци заданийĕсене вăраха тăсмасăр пурнăçлама тăрăшать. Р.Г.Смаеван геройĕсем _ хамăр хушăрах. Вĕсем _ вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, орденоносецсем, нумай ачаллă çемьесем, килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усракансем. Журналистсем ан кỹренччĕр те мана, вĕсене кăштах ỹпкелесе калас кăмăлăм та пур. Темшĕн, юлашки çулсенче хаçатра ахаль ĕçченсем çинчен сахалрах çыраççĕ. Р.Г.Смаева пек ялти корреспондентсем ытларах пулсан, хаçат содержанийĕ тата та пуянланĕччĕ, çырăнса илекенсен йышĕ те ỹсĕччĕ. Р.Г.Смаевана тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ парас ĕçĕн отличникĕ" знакпа, нумай-нумай Хисеп Грамотипе наградăланă. Роза Георгиевна _ манăн тăван. Унпа юнашар ларса калаçма çав тери юрататăп. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ ял пурнăçĕ çинчен тĕплĕн пĕлет, ялти ĕçчен çынсем пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. _ "Шăмăршă хыпарĕ" _ манăн чи юратнă хаçат, _ тет Роза Георгиевна. _ Вăхăт тупса хаçата тепĕр тĕрленчĕк çырса ярасшăн-ха. Хисеплĕ çынсем çинчен ăшă йĕркесем çырма чун-чĕре хушать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 августа 2007
00:00
Поделиться