Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Канашра хĕвел те çутăрах, çыннисем те кунта ырăрах..."

 

КАНАШ паççулккине чул сарнă çулпа çитрĕмĕр. Нумай та вăхăт иртмĕ, кунта асфальт та сарĕç-ха. Ял çыннисем çак çутă ĕмĕт пурнăçа кĕрессе çирĕп ĕненеççĕ. Çăмăл автомашинăпа пынă май блокнот çине пĕлтĕр çырнă йĕркесемпе тепĕр хут паллашрăм. Яла никĕслекенсене, сакăр вун пĕр çул каялла хамăр районти Пуянкасси ялĕнчен куçса килнĕ çынсене _ Микихвер Мясникова, Антун Богатова, Униçĕм Макарова, Петĕр Григорьева, Мĕтри Иванова, Якур Емельянова, Ахваниç Егорова, Йăкăнат Егорова, Ваççили Митрофанова, Кĕркури Иванова, Якку Викторова, Ваççук Угарина, Ванькка Викторовпа Ванькка Емельянова аса илтĕм. Çак çынсем тахçанах çĕр çинче çук ĕнтĕ, анчах ял çыннисем вĕсене асрах тытаççĕ. Ваттисем çамрăксене каласа хăвараççĕ, мăн асаттесем никĕсленĕ яла упрама, чыслă-сумлă пулма пехиллеççĕ. Сăвăç каланă пек: "Тăван яла упра, юрат, Тăван çĕре чысла. Вара сан пурăнма юрать, Ĕçле, ташла, юрла!" Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ пĕчĕк ялсене манманнине, вĕсен уявĕсене ирттернине ырламалла кăна. Çăва тухнăранпа, акă, Çĕнĕ Шăмăршăра, ун хыççăн Энтĕръелĕнче ял уявĕсем иртрĕç. Паян, пан улми сăпасĕн кунĕнче, Канаш паççулккинче уяв пулать. Така пусса, хăмла сăрипе, тин юхтарнă пылпа тата пан улми кукăлĕпе паллă турĕç хăйсен уявне канашсем. Кунĕ хĕвеллĕ те ырă, ялти пуçламăш шкул çурчĕ умĕнчен таврана илемлĕ кĕвĕ саланать. Ял уявне саламлă сăмах каласа Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.А.Телегина уçрĕ. "Сире район пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев çав тери пысăк салам калама хушрĕ, _ терĕ Галина Александровна. _ Сирĕн ялăрта çĕнĕ çуртсем çĕкленни, çул сарни, туйсем кĕрлени, ача çурални Канаш паççулккин малашлăхĕ пысăк пулнине çирĕплетеççĕ. Мана ялта 45 пуç ĕне выльăх, 500 пуçа яхăн сысна усрани хытă тĕлĕнтерчĕ. Ĕçчен те харсăр çынсене мухтамасăр чун чăтмасть". Галина Александровна ялти чи ватă çынна _ сакăрвун пĕррери К.П.Григорьева чăваш халăх йăлипе кĕпе тăхăнтартрĕ. Кирилл Петрович _ вăрçăпа ĕç ветеранĕ, Канаш паççулккин историне лайăх пĕлет. Тăхăр ача _ çичĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем мăшăрĕпе _ Вера Александровнапа. Сăмах май, Вера Александровна шăпах сăпас кунĕ 79 çул тултарнă. Çак ятпа ăна пĕтĕм ял-йыш, ачисем, 14 мăнукĕпе мăнукĕсен 4 ачи ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Уява пуçтарăннисене районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ И.М.Саландаев, паççулккара пурăнакан Л.И.Викторова тата ыттисем саламларĕç. Лидия Ивановнапа ял ачисем юрăсем шăрантарчĕç, Канаш паççулккине халалланă сăвăсене те илемлĕ вуларĕç. Шăмăршăран килнĕ артистсен юрри-ташши те пурне те тыткăнларĕ. Кашни номерех юратса итлерĕç-пăхрĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. Шкул çуртĕнче ал ĕç ăстисен япалисен, чечексен, ачасен ỹкерчĕкĕсен выставкисене йĕркеленĕ. Илемлĕ тĕрĕсем куçа илĕртеççĕ, ылтăн алăллă чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсене чĕререн тав тăвас килет. Ял уявĕнче чи тирпейлĕ килти хушма хуçалăха та парнепе чысларĕç, çак хисепе В.Емельянов хуçалăхĕ тивĕç пулчĕ. Н.Григорьев хуçалăхне те комисси чи лайăххисенчен пĕри тесе палăртрĕ. Ял хĕрринчи çерем çинче спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕрен туртассипе, кире пуканĕ йăтассипе, алă вăйне виçессипе ăмăртрĕç, мини-футбол вăййи те асра юлĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе чысларĕç. Уява йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн ял çыннисен ятĕнчен В.И.Викторов Шăмăршă ял поселенийĕн администрацине чĕререн тав турĕ. Çитес çулхи сăпасра та çакăн пек пуян сĕтел хушшине пурте пĕрле пуçтарăнасса, юрласа-ташласа савăнасса шанса тăнине палăртрĕ вăл. Çапла пултăрччĕ, аякри пĕчĕк ялăн уявĕ нумайлăха асра юлтăрччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 августа 2007
00:00
Поделиться