Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Кỹршĕ _ çур пурнăç", - теççĕ халăхра.

 

 Çак сăмахсен чăнлăхĕ уйрăмах ялтисене пырса тивет. Хушма хуçалăх тытакан, уйрăм çуртра пурăнакан çынна айккинчен пулăшу кирлех, пĕччен нимех те тăваймăн. Ырă кỹршĕсен хỹттине эпĕ яланах туйса тăнă, мĕн пур ĕçе пĕрле пурнăçлама тăрăшнă. Инкек сиксе тухсан вĕсен пулăшăвне тата ытларах туйрăм. Мăшăрăм Ульяновск облаçĕнчи пĕр больницăра вăрах сипленнĕ май ман ун патĕнче тăма тиврĕ. Паллах, аякран килме те йывăр, чирлĕскере хăйне çеç хăварма та çук. Çитменнине, выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма апат хатĕрлемелле, кил хушшинчи ĕç мĕн чухлĕ тата. Кỹршĕ-аршă пĕччен юлнă хĕрĕмĕре пăрахмарĕ, тĕрлĕ енĕпе пулăшрĕ. Çак кунсенче Юрий Чиндарев водительпе Ирина Романова, Любовь Кузьмина, Светлана Савельева кỹршĕсем, юнашар урамри Андрей Верьялов, Дмитрий Долгов хиртен пирĕн валли улăм кỹнĕ, ăна капана хывнă. Мĕн тери пысăк пулăшу ку пирĕншĕн! "Инкек пĕччен килмест", _ теççĕ. Шăрăх çанталăка пула йывăр аптраса ỹкнĕ хĕрĕмĕре те вилĕмрен çăлнă кỹршĕсем. Ырă чунлă та маттур кỹршĕсем _ Светлана Якушова медсестрапа Полина Стратилатова вĕрентекен çийĕнчех пĕрремĕш пулăшу панă ăна. Çỹлерех асăннă ытарайми кỹршĕмсене çемьемĕре йывăр вăхăтра ĕçпе те канашпа пулăшнăшăн чĕререн тав тăвас килет. Ăшпиллĕхĕрпе ĕçченлĕхĕршĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç тайса тав тăватăп, çĕр çинчи мĕн пур ырлăха сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 августа 2007
00:00
Поделиться