Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕр аки çитрĕ

 

РАЙОНТИ хуçалăхсенче кĕрхи тырăсем çуллен ытларах тухăç параççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Çакна шута илсе нумай хуçалăхра кĕр тырри лаптăкĕсене ỹстерме шутлаççĕ. Анчах çав вăхăтрах нумайăшне кĕр тыррисем хĕлле шăнса пĕтни шутлаттарать. Пĕлтĕр акса хăварнă лаптăкăн пĕр пайĕ шăнса тата çĕрсе (хĕлле юр айĕнче шыв тăнипе) пĕтрĕ. Анчах çанталăка çеç айăплани тĕрĕс мар. Кĕр калчисем пĕтесси çĕре вăхăтра тата лайăх пахалăхпа кăпкалатса хатĕрлейменнинчен нумай килет. Çав вăхăтрах ваттисен сăмахне "Мĕн акатăн _ çавă шăтать" тенине аса илни те вырăнлă. Шел те, хăш-пĕр хуçалăхсенче тин çеç пухса илнĕ тырра им-çамламасăр, тепĕр чухне кондицие çитермесĕр, тасатмасăр акаççĕ. Вăрлăх пахалăхĕ епле-ха кĕр аки умĕн? Иртнĕ çулхи вăрлăх хуçалăхсенче çукпа пĕрех, пысăк лаптăка тин çеç пухнă çĕнĕ вăрлăхпа акма тивет. Çĕнĕ вăрлăха тасатса, 3-5 кун хушши хĕвел çинче тытса нỹрĕлĕхне 14-15 процента çити типĕтмелле. Агротехника хушнисене пĕтĕмпех туса пырайманнине пула юлашки çулсенче уй-хирте тĕрлĕ чир-чĕр сарăлни пăшăрхантарать. Хытă вутпуççи чирне пула кĕрхи тулă акма та, çăкăр пĕçерме те юрăхсăр пулнă тĕслĕхсем пĕрре çеç мар. Хытă вутпуççи тулă тухăçне, унăн пахалăхне чакарать çеç мар, чирлĕ калча япăх хĕл каçать. Ытти çулсемпе танлаштарсан, кăçал ыраш çинче ыраш амăшĕ (спорынья) чир ытларах сарăлни палăрчĕ. Тăпрана тарăн сухаласа акнă çĕрте ыраш амăшĕн мăйракисем шăтса тухаймаççĕ. Тăпрана йĕркеллĕ çавăрса пăрахса сухаламанни çак чире сарăлма пулăшать. Сывлăхлă, лайăх аталаннă калча хĕле лайăх чăтса ирттерет. Çапла пултăр тесен агротехника мелĕсемпе пĕрлех вăрлăха имçамлани те кирлĕ. Мĕнпе усă курма сĕнеççĕ-ха специалистсем? Имçамсем йышлă, суйласа илмелĕх те пур. Винцит 5: кс (1 тонна вăрлăх çине 1,5 литр), премис 200 кс (0,19-0,25 лỸт), премис 2,5: кс (1,5-2 лỸт), максим 0,25: кс (1,5-2 лỸт), _ ку им-çам _ шĕвек, вĕсемпе ĕçлеме меллĕ. Вутпуççи чирĕсемсĕр пуçне вĕсем калчана тымар çĕрĕкĕсенчен, пĕрчĕ пăнтăхасран, юр пăнтăхĕ чирĕнчен лайăх сыхлаççĕ. Тулă çинчи хытă вутпуççинчен, ыраш çинчи туна вутпуççинчен, тата ытти маларах асăннă чирсенчен ТМТД им-çам та лайăх хỹтĕлет. 80: ТМД (1,5-2 кгỸт), ТМТД 40: вск (3-4 лỸт), тата ытти им-çамсем те. Çак хими им-çамĕсен пĕр çитменлĕхĕ _ вĕсем хаклă пулни, тепри _ наркăмăшлă пулни: тырă им-çамланă е акнă çĕрте сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн врачсем ирĕк панă çынсен çеç ĕçлеме юрать. Чылай хуçалăхăн укçа хĕсĕк пулнине шута илсе, республикăри ỹсен-тăрана хỹтĕлекен станци биологилле им-çампа _ планризпа усă курма сĕнет. Çак шĕвекри бактерисем тымар çĕрĕкĕн кăмписене пĕтерсе вăрлăхăн ỹсес хăватне, калчан аталанас хăвăртлăхне вăйлатса тыр-пул тухăçне ỹстерме май параççĕ. Вăрлăха акас кун, 2-3 кун маларах, им-çамламалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 августа 2007
00:00
Поделиться