Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Яланах хĕвел пултăр", - тетпĕр те, çумăр та çума пултарать вĕт-ха...

 

 

РАЙОНТА "Трактор" операци пынă май, комисси членĕсем кашни кунах хуçалăхсене тухса çỹреççĕ, вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе куçпа курса палашаççĕ. Эпир "Мир" ЗАОра пулнă чух механизаторсем техника паркне пуçтарăннăччĕ. Ирпе 10 сехет çитсе пырать пулин те, комбайнсем хире тухманччĕ-ха. _ Пухса кĕртмелли 100 гектара яхăн çеç юлчĕ, _ терĕ А.Хакимов тĕп инженер. _ Солярка çуккипе тăхтав турăмăр-ха, каç енне кỹрсе килмелле. Вырмара икĕ "Донпа" пĕр СК-5 "Нива" комбайн ĕçлет. А.Минуллов хăйне пулăшакан А.Камалетдиновпа, А.Садертдинов В. Актемовпа тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Комбайнерсем çитменнипе, утмăл тăххăрти С.Гимадиева СК-5 "Нивăпа" ĕçлеме чĕннĕ. "Ватă лаша йăрана пăсмасть", _ тенĕ пек, Салехетдин бабай кивĕ техникăна йĕркеллĕ ĕçлеттерет. Чăваш патшалăх университечĕн студентне Алмаз Садертдинова та комбайнпа ĕçлеме хăнăхтарать. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăнă çĕрте В.Паймин, А.Камалтдинов тата Ф.Куропаткин водительсем хастаррине палăртрĕ тĕп инженер. Йĕтем çинче машинăсене В.Чиндарев, Р.Калаков тата Р.Ахметов тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулса утă хатĕрлеççĕ. Ку ĕçре М.Фахрутдинов, Г.Хафизов, Н.Козлов, М.Невметов, З.Кочуров, Р.Фахрутдинов механизаторсем тăрăшуллă. Палтиелсемпе танлаштарсан, кỹршĕллĕ "Искра" колхозра пухса кĕртмен тырпул лаптăкĕ чылай ытларах _ 500 гектара яхăн. Каярах юлса акнипе, тырă вăрах пиçет. Ю.Балянинпа В.Скворцов комбайнерсем кĕр тыррисене тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ. Тырра кушăхтарма жаткăпа А.Матвеев çулать. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырра К.Ялалтдиновпа Р.Хамдеев водительсем турттараççĕ. Кооператив председателĕ М.Хамдеев Шупашкарти элеватора 50 тонна тулă сутни çинчен пĕлтерчĕ. Клейковина хисепĕ _ 24 процент. Хуçалăхра хĕрсех сенаж хатĕрлеççĕ, çак ĕçре В.Токмаков, К.Ялалтдинов, Н.Цыганов, И.Хамдеев, Г.Алеев, Р.Алеев, А.Мурзабаев хастарлăх кăтартаççĕ. "Карлинская" Агрофирмăра та пухса кĕртмелли сахал мар. Юрать-ха, "Дон-1500" комбайн туяннă, В.Егоров комбайнер хăйне шанса панă ĕçе чунтан тăрăшса пурнăçлать. Шупашкар районĕнчи Çатракасси çынни виçпỹртсене хăватлă техникăпа ĕçлеме те вĕрентет. Йĕтем заведующийĕ А.Семенов (вăл та _ çитмĕл улттăра ĕнтĕ) икĕ сменăпа ĕçлени çинчен каласа пачĕ. В.Тимофеев, С.Поляков, В.Андреев, В.Захаров, О.Власов, Р.Дмитриев ĕçлекен смена ĕнер кĕлете 12 тонна тырă кĕртнĕ. Çак кун эпир "Исток" хуçалăхра та пулса куртăмăр. Л.Алюковпа П.Смаев "Донсемпе", В.Искандеров СК_5 "Нива" комбайнпа тыр-пул пухса кĕртеççĕ. Кĕр тыррисемпе урпана çапса илнĕ, халĕ çурхи тулă уйĕнче тăрăшаççĕ. Тен, хăш-пĕр сăлтавсем те пур-тăр, çапах та хуçалăхсенчи вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ комисси членĕсене тивĕçтермерĕ. Çанталăк уяр тăнă чух тыр-пула пухса кĕртсен, тем пек аван пулĕччĕ. Синоптиксем кĕçех çумăрсем пуçланасси пирки асăрхаттараççĕ. Ун чух çырла пиçмелли кунсем аса килĕç те, иртнĕ куна каялла тавăраймăн...



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 августа 2007
00:00
Поделиться