Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрманта ан алхастăр вут-çулăм

 

ÇАНТАЛĂК кĕр енне сулăнма пуçланă пулсан та хĕвел ỹсен-тăрана ĕнтме хĕрỹллĕхне çитерет-ха. Çавăнпа та вăрман ĕçченĕсем сыхă тăраççĕ, тимлĕхе çухатмасăр "симĕс тинĕсе" вĕçĕмсĕр сăнасах тăраççĕ. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн Великий Картунĕнчи тата Кириллстан паççулккинчи ятарлă пушар вышкисем çинче ир пуçласа каçченех пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă сăнав ĕçĕсем тĕплĕн пурнăçланса пыраççĕ. Çавăн пекех сăнав ĕçĕсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи телевидени вышкипе те усă кураççĕ. Кунсăр пуçне Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Баскакри лесничествăсенчи химилле пушар станцийĕсем те вутпа кĕрешме яланах хатĕр тăраççĕ. Сăмахран, вĕсенчи техника кирлĕ çĕре пĕр рейспах 30 тонна шыв илсе çитерме пултарать. Лесничествăсен кантурĕсенче пропускпа тĕрĕслев пункчĕсем ĕçлеççĕ. Паллă ĕнтĕ, чăтма çук шăрăх кунсенче пушар тухас хăрушлăх чи çỹллĕ шая çитет. Çавăнпа та "Чăваш вăрманне" кайма тĕллев тытнă çыннăн асăннă пунктсенче ятарлă пропуск çыртарса илмелле. Пĕрлех пушар хăрушсăрлăх йĕркисем пирки инструктаж та параççĕ. Наци паркĕн патшалăх инспекторĕсем вăрмана сыхлас тата унти йĕркесене пăсакансене асăрхаттарас тĕллевпе патруль дежурствине çỹреççĕ. Кашни çыннăн çакна лайăх пĕлсе тăмалла. Вăрманта пушар тухасран сыхланмалли е ытти йĕркене пăсаканăн 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таранччен штраф тỹлеме тивет. Юлашкинчен çакна калас килет. Шăрăх кунсенче асар-писер пушар ан тухтăр тесен, пĕр сăлтавсăрах вăрманалла васкар мар. Унта кайсан та хамăра йĕркеллĕ тытар, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пурнăçлар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 августа 2007
00:00
Поделиться