Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывлăх сыхлавĕнче _ 36 çул

 

ТУРИ ЧАТКАСРИ Сидор Васильевич Матвеевăн пысăк та туслă çемйинче 4 хĕрпе 2 ывăл ỹснĕ. "Эх, çак ачасенчен пĕри те пулсан фельдшера вĕренсе тухсан питĕ лайăх пулмалла та... _ ассăн сывласа илнĕ хĕллехи вăрăм каçсенчен пĕринче кил хуçи. _ Эпĕ хам çак сумлă профессие алла илме ĕмĕтленеттĕм те _ май килмерĕ". _ Атте, эпĕ пурнăçлатăп сан ĕмĕтне, _ пырса тăнă ун патне виççĕмĕш ачи _ Лиза. _ Акă, килес çул 8 класс пĕтеретĕп те Пăвари медицина училищине вĕренме кĕретĕп. _ Ырă сăмахушăн тавах, хĕрĕм, _ çурăмĕнчен лăпкаса илнĕ ашшĕ вĕренỹ отличницине. _ Чирлĕ çынна сиплесси, ăна сыватса ура çине тăратасси _ чи пархатарлă ĕç. Хăйĕн сăмахне çирĕп тытнă Лиза. 1967 çулта Анат Чаткас шкулĕнче свидетельство илсен ыраш пек сарă çỹçлĕ, тỹпе евĕр сенкер куçлă илемлĕ хĕр Тутар Республикинчи Пăвари медицина училищине çул тытнă. Çав çулсенче унта, уйрăмах фельдшерсем хатĕрлекен уйрăмра, конкурс пысăк пулнă. 8 класс программине пĕтĕмпех "5" паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ выпускницăна комисси экзаменсăрах йышăннă. Хĕрỹ вĕренỹре çулсем сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. 1971 çулта Лиза Матвеева фельдшер дипломне илнĕ. Медицина биографиăĕ Шăмăршăри тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче пуçланнă. Кунта çамрăк специалист процедура ĕçĕсен аслă медсестри должноçне йышăннă. Çак уйрăмра пысăк тăрăшулăхпа ĕçлесе пынă Елизавета Сидоровна. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен лăпкă та сăпайлă медсестрана коллективра та, пациентсем те килĕштернĕ. 1974 çулта çамрăк специалист Ярăслав ялĕн ĕçчен йĕкĕчĕпе _ Петр Морозовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. 1979 çулта Елизавета Сидоровна районти ача-пăча поликлиникинче йышăнупа процедура медсестрин должноçĕнче ĕçлеме тытăннă. Е.С. Морозова халĕ те кунтах вăй хурать. _ Елизавета Сидоровна хăйĕн тивĕçне профессилле ăсталăхпа пурнăçласа пырать, _ терĕ ача-пăча поликлиникин заведующийĕ И.А. Смирнова. _ Нихăçан та сехет çине пăхса ĕçлемест вăл. Чирлисене яланах ăшшăн кĕтсе илет, кăмăллăн ăсатса ярать, усăллă канашсем парать. Медицина сферинче пĕр улшăнмасăр 36 çул ĕçлет Е.С.Морозова. Кăмăллă та пултаруллă специалиста район çыннисем яланах ырăпа асăнаççĕ, район больницин пысăк коллективĕнче те ăна хисеплеççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн пĕрремĕш категориллĕ специалиста тĕрлĕ çулсенче тĕп больница тата район администрацийĕсен Хисеп грамотисемпе чысланă. Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн нумаях пулмасть Елизавета Сидоровнăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Петр Никитовичпа Елизавета Сидоровна Морозовсем Шăмăршăра пысăк çурт-йĕр çавăрнă. Ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Ирина, университет пĕтернĕскер, Шăмăршăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Виктор Шупашкарта тĕпленнĕ, унта заводра ĕçлет. Виçĕ мăнук Морозовсене тулли савăнăç кỹрсе тăрать. Ыран, августăн 19-мĕшĕнче, Е.С. Морозова хăй çуралнăранпа 55 çул çитнине палăртать. Тăван-пĕлĕшĕсем, пĕрле ĕçлекен медицина работникĕсем çумне хутшăнса, Елизавета Сидоровнăна чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа иксĕлми телей сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 августа 2007
00:00
Поделиться