Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каллех пирĕн район _ малтисен шутĕнче

 

ЧĂВАШ Республикин экономика аталанăвĕн министерстви район тăрăхĕсен тата хула округĕсен хушшинче пыракан социаллă пурнăçпа экономика ăмăртăвĕн 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш ушкăнра (1500 çынран сахалрах пурăнакан ял поселенийĕсем) пирĕн районти Васан ял тăрăхĕ иккĕмĕш, иккĕмĕш ушкăнра (4000 тата ытларах çын пурăнакан ял поселенийĕсем) Шăмăршă ял поселенийĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ăмăрту кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне кашни килте миçе пуç выльăх усранине, çамрăксем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çурт-йĕр лартнине, "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине, культура учрежденийĕсен ĕçне тата ыттине те шута илнĕ. Вĕренỹ çулне хатĕр Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче Шăмăршă районĕнче 2245 ача парта хушшине ларать. Вĕсене кăмăллăн кĕтсе илес тесе вăтам _ çичĕ, тĕп _ тăватă тата пуçламăш пĕр шкулта чылай ĕç туса ирттернĕ: çуса тасатнă, сăрласа илемлетнĕ, тирпей-илем кĕртнĕ. Пур çĕрте те пушар тухасран асăрханма сигнализаци вырнаçтарнă, икĕ шкулта энергохуçалăха пĕтĕмпех улăштарнă. Çак кунсенче район пуçлăхĕн хушăвĕпе йĕркеленĕ комисси мĕн пур шкулпа ача садне çаврăнса тухнă, вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Сăмах май, кăçал пĕрремĕш класа 167 ача килет. Çирĕплетнĕ вĕрентекенсем кашнийĕнпе тĕл пулса калаçнă, паллашнă, тивĕçлĕ хутсене пуçтарнă. Шăнкăрав янăранă кун ачасене парне те кĕтет: Раççей Патшалăх Думин депутачĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" ("Единая Россия") фракцин членĕ Павел Семенов вĕсем валли вĕренỹре кирлĕ япаласен пуххине хатĕрлесе хунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 августа 2007
00:00
Поделиться