Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Дознаватель

 

КивĔ Шăмăршăри П.Г.Федотов 1986-1989 çулсенче Çурçĕр Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă. 1995 çулта вара районти шалти ĕçсен пайне ĕçлеме килнĕ. Пĕр улшăнми 12 çул хушши милицин участковăй уполномоченнăйĕ пулса ĕçленĕ вăл, службăра яланах тăрăшулăхпа палăрса тăнă. 2007 çулхи июнь уйăхĕнче пултаруллă милици офицерне тата яваплăрах ĕçе _ дознаватель должноçне куçарнă. Ку ĕçре те тỹрĕ кăмăлпа вăй хурать Петр Григорьевич, уголовнăй ĕçсене палăртнă сроксенче тĕпчесе материалсене лайăх пахалăхпа суда тăратать. Хăйĕн тивĕçне яланах присяга хушнă пек пурнăçланă май, милици майорне виççĕмĕш степеньлĕ "Службăра палăрнăшăн" медальпе, ЧР Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотипе наградăланă, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн приказĕсемпе тав тунă, укçа премийĕсемпе чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 августа 2007
00:00
Поделиться