Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юман пек çирĕп, халăхра хисеплĕ

 

ПИРĔН паллă ентеш, Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, нумай çул хушши Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕнче вăй хуракан В.Н.Петьков 60 çул тултарчĕ. Кĕреш пек çỹллĕ те патвар, вашават çак арçынна пĕрре те çакăн чухлĕ çул парас килмест. Пуян та пархатарлă Виталий Николаевичăн кун-çулĕ. Икĕ аслă шкул _ Куйбышеври (халĕ _ Самара) авиации институтне тата Мускаври потребкооперации институтне пĕтернĕ, инженер-механик тата юрист специальноçĕсене алла илнĕ. Заводра, ВЛКСМ обкомĕпе КПСС обкомĕнче, Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвкомĕн председателĕнче тата КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, Чăваш Республикин суту-илỹпе пурлăх ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕнче вăй хунă. 1998 çултанпа В.Н.Петьков _ Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕ. Виталий Николаевича II степень "Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă. В.Н.Петьков хăй çуралса ỹснĕ Шăмăршă районĕшĕн те усăллă ĕçсем нумай тунă. Çакна юбиляра чысланă чух (чыслав шăмат кун Физкультурниксен уявĕнче, район центрĕнчи стадионра пулса иртрĕ) район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тулли кăмăлпа палăртрĕ. _ Виталий Николаевич ентешсене яланах ăшă кăмăлпа йышăнать, район нушисене ăнланать, пире пулăшассишĕн пĕтĕм вăй-халне парать, _ терĕ В.П.Фадеев. Валерий Петрович Шăмăршăсен ятĕнчен юбиляра хаклă парне _ урхамах парнелерĕ. "Гимназистка" лаша _ Чĕмпĕр ипподромĕн рекордсменĕ, малашне вăл пысăк çитĕнỹсем тата та нумай тăвĕ-ха. В.Н.Петьков пирки Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов та ăшă сăмахсем каларĕ. Виталий Николаевича "Карапай Шăмăршă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панине пĕлтернине стадиона пухăннисем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. _ Эсир мана çакăн пек пысăк хисеп туни, халăхпа чыслани чун-чĕрене хумхантарать, _ терĕ В.Н.Петьков. _ Тăван районшăн тăрăшассине малашне те хамăн чи таса тивĕç тесе шутлăп. Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунатăп. Юбиляра хăйне те юман пек çирĕп сывлăх, телей сунса çапла калатпăр: Утмăл çул вăл нумай мар, Пул ялан çапла патвар!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 августа 2007
00:00
Поделиться