Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ялти спорт аталанасса, Шăмăршăсем республикăра малти вырăнсене йышăнасса çирĕп шанатăп"

 

ШĂМĂРШĂ стадионĕ иртнĕ шăмат кун районти ялсенчен килнĕ вун-вун спортсмена йышăнчĕ. Физкультурник кунне халалланă уява район пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева уçрĕ. Чун-чĕрене хумхантарса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Ялти спорт тусĕсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ăшшăн саламларĕ. _ Сирĕн çине пăхатăп та, хамăн çамрăклăха аса илетĕп, _ терĕ Валерий Петрович. _ Спорта юратакан çынсем пурнăçра пысăк çитĕнỹсем тума пултараççĕ. Эпĕ пирĕн районта спорт аталансах пырасса, шăмăршăсем республикăра малти вырăнсене йышăнасса çирĕп шанса тăратăп. Уявра çавăн пекех Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕ В.Н.Петьков саламлă сăмах каларĕ, спорта юратакансене паянхи ăмăртусенче çитĕнỹсем сунчĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕсенче ăмăртрĕç уява килнисем. Мини-футбол вăййинче Шăмăршă ял поселенийĕн команди пĕрремĕш, Анат Чаткассем _ иккĕмĕш, Шăмăршă район администрацийĕн команди виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Волейбол вăййинче Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Шăмăршă ял поселенийĕпе район администрацийĕн командисем. Çăмăл атлетсен эстафети те интереслĕ иртрĕ. Вунă команда хутшăнчĕ унта. Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел тата Анат Чаткас ял поселенийĕсем малти виçĕ вырăна пайларĕç. 100 метра чупассипе хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче Олеся Герасимова (Шăмăршă, Алена Гаврилова (Карапай Шăмăршă), Ангелина Медведева (Карапай Шăмăршă), арçынсем хушшинче Андрей Можаев (Пăчăрлă Пашьел), Юрий Карпов (Карапай Шăмăршă), Александр Ишмуллин (Пăчăрлă Пашьел) чи маттуррисем пулчĕç. Шахмат хăмисем хушшинче 12 çын тупăшрĕ, Лев Падиаров (Виçпỹрт Шăмăршă), Геннадий Никитин (Шăмăршă) тата Николай Куприянов (Шăмăршă) пĕрремĕш _ виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Шашка вăййинче Андрей Сатаров (Васан), Александр Ичанкин (Шăмăршă) тата Григорий Сатаров (Васан) _ çĕнтерỹçĕсем. 1000 метра чупассипе хĕрарăмсенчен Екатерина Матвеева (Пуянкасси), Мария Капралова (Анат Чаткас) тата Ирина Антипова (Васан), арçынсенчен Федор Юманов (Пуянкасси), Александр Ишмуллин (Пăчăрлă Пашьел) тата Александр Сидоров (Карапай Шăмăршă) пурне те хыçала хăварчĕç. Дартс вăййинче хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче Лариса Ефимова (Шăмăршă) пĕрремĕш, Ирина Антипова (Васан) _ иккĕмĕш, Анна Чувашова (Шăмăршă) виççĕмĕш, арçынсем хушшинче Василий Мартыновский (Шăмăршă) пĕрремĕш, Вячеслав Филимонов (Шăмăршă) _ иккĕмĕш, Семен Синелев (Анат Чаткас) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕнче Владимир Шурякова (Шăмăршă), Евгений Вашуркина (Карапай Шăмăршă) тата Александр Ичанкина (Шăмăршă) никам та çитеймерĕ. Командăсем хушшинче чи нумай очко пухса Шăмăршă ял поселенийĕпе Шăмăршă район администрацийĕн командисем пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕпе Шăмăршăри тĕп больница командисем _ иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕпе "Елочка" санатори командисем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 августа 2007
00:00
Поделиться