Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кандидатсене палăртнă

 

АВГУСТĂН 10-мĕшĕнче Шăмăршăра "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн анлă пухăвĕ иртнĕ. Пуху ĕçне партин вырăнти Политканашĕн членĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсемпе парти активĕ хутшăннă. Унта "Единая Россия" политика партийĕн кадрсен резервне сĕннĕ кандидатсене сỹтсе явнă. Анлă пухăва уçнă май, партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев "Единая Россия" партийĕн пуçарăвĕпе хатĕрленĕ наци проекчĕсем пирĕн районта еплерех пурнăçланса пынипе паллаштарнă, кăçалхи декабрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин суйлавне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе районти парти активĕ умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнса тăнă. Унтан трибуна умне партин Чăваш Ен регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи "Единая Россия" партин фракцийĕн ертỹçи В.П.Мидуков тухнă. Владимир Петрович пухăва килнисене "Единая Россия" политика партийĕн кадрсен резервне сĕннĕ Шăмăрш Ене килнĕ кандидатсемпе кĕскен паллаштарнă. Списока кĕртнĕ кандидатсенчен ку хутĕнче района Чăваш Ен Президенчĕн перинталь центрĕн тĕп врачĕ А.В.Самойлова, Раççей Геройĕ Е.Г.Борисов, Патăрьел районĕнчи "Малалла" тата "Первомайская" хуçалăхсен председателĕ М.В.Петров, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн студенчĕ И.Ш.Калмыков килсе çитнĕ. В.П.Мидуков çавăн пекех "А" ушкăна кĕртнĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А.Михайловский, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çĕршывсем хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.И.Косачев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов тата Раççей Геройĕ хамăр ентеш Н.М.Бударин космонавт-летчик кандидатсем çинчен те каласа кăтартнă. Пухура "Единая Россия" партин кандидачĕсем А.В. Самойлова, Е.Г.Борисов, М.В.Петров тата И.Ш.Калмаков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарнă, ыйтусене хуравланă. А.Самойлова перинатали центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, ача амăшĕсемпе ачасен сывлăхне упрас тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсемпе, М.Петров ял хуçалăх аталанăвĕн паянхи çивĕч ыйтăвĕсем çинчен каласа пани уйрăмах асра юлнă. Районти пенсионерсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи В.К.Захаров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" фракци членĕ А.В.Максимов, "Искра" СХПК ертỹçи М.Х.Хамдеев тата Васанти вăтам шкул директорĕ Г.Н.Ларшников çак сĕннĕ кандидатсем чăннипех те сумлă ырă ят çĕнсе илнĕ, республикăшăн нумай ĕçлекен çынсем пулнине туллин палăртнă, кадрсен резервĕн кандидачĕсене ырлама чĕнсе каланă. Пухăва хутшăннисем списока кĕртнĕ пур кандидатсемшĕн те пĕр çын пек пулса сасăланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 августа 2007
00:00
Поделиться