Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ватти-вĕтти спорта юратать

 

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем _ ватăраххисем те, çамрăксем те _ спорта юратаççĕ. Районти тĕрлĕ ăмăртусенче пирĕн ялсем яланах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Спортсменсене ертсе-вĕрентсе пыраканĕ _ Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи физкультура учителĕ И.П.Сабаев. Ашшĕпе ывăлĕ Лепешкинсем, пĕр тăван Юрийпе Андрей Столяровсем, Сергейпе Андрей Михайловсем, Георгий Александровпа Леня Карпов, ялти вăтам шкулта вĕренекен Коля Сельцов, Саша Захаров, Миша Кузьмин тата Саша Петров, Таньăпа Ангелина Медведевасем, Алена Гаврилова, Надя Романова тата ыттисем ялта çеç мар, районти спорт ăмăртăвĕсенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. "Елочка" санаторин, шкулпа ял поселенийĕн администрацийĕн туслă командисем те яланах малтисен шутĕнче. Ялта волейбол, футбол вăййисем иртеççĕ, хĕлле йĕлтĕр тата хоккей спорчĕ пысăк хисепре. Ял çамрăкĕсен "Темп" волейбол команди районти ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ, "Елочка" санаторин тĕп врачĕ Николай Поликарпов пек çынсем пур чухне, ялти спорт аталанать тесе çирĕппĕнех калама пулать. Уяв ячĕпе сире, спорта юратакан юлташсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2007
00:00
Поделиться