Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Тăван тавралăхшăн Айдак пек тăрăшас килет", - тет Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ Станислав Ястребов

 

ЕТĔРНЕ районĕнчи "Ленинская искра" колхоз председателĕ А.П.Айдак тăван çутçанталăка чĕререн юратнине, хуçалăх территорийĕнчи çырма-çатрасенче йывăçсем лартса чĕртнине, çăл куçсене упранине Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.В.Ястребов мĕн ачаран илтсе ỹснĕ. Çитĕнсен, вырăнти влаç тилхепине тытсан, Станислав Вячеславович Айдак хуçалăхĕнче виçĕ хутчен те пулса курнă. _ Кашнинчех, киле таврăннă чух, тарăн шухăша путаттăм, - тет паян С.В.Ястребов. _ Мĕншĕн эпир Айдакран тĕслĕх илсе ĕçлеместпĕр-ха? Тем чул укçа-тенкĕ те тăкакланмасть вĕт, чунтан тăрăшни çеç кирлĕ. Паллах, пур ĕçе те пĕр вăхăтра тăваймастăн, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн те пулин ырă улшăну тума тăрăшмалла. Тăван тавралăха упрас ыйтăва Станислав Вячеславович ял поселенийĕн депутачĕсен ларăвĕн кун йĕркине кĕртет, халăх шаннă çынсем ун пуçарăвĕсене ырласа йышăнаççĕ. Ял хĕрринче, стадионран инçех мар, вăйлă тапса тăракан, чĕр кĕмĕл пек çутă çăл куç пур. Субботник йĕркелесе ăна тасатнă, тимĕр-бетон кăшăл вырнаçтарнă. Çырма тĕпне анма-хăпарма пусма ăсталанă, тимĕр-бетон валакран каçă тунă. Çивитиллĕ кану вырăнĕ те ытармалла мар илемлĕ. Вăрăм сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларма питех те меллĕ. Юнашарах _ шашлăк пĕçермелли вырăн. _ Çăл шывĕ сивĕ тесе ĕçмесĕр ан тăрăр, - терĕ С.В.Ястребов. _ Шывĕ сиплĕ, халиччен никам та шăнса пăсăлман-ха. Хамăр ялсем çеç мар, шăмăршăсем те кунти шыва илсе каяççĕ. Çăлтан инçех те мар пĕве пĕвеленĕ. Халăх вăйĕпе, депутатсен пуçарулăхĕпе çĕкленнĕ çак объект. Станислав Вячеславович район Пухăвĕн депутачĕсене _ В.А.Петькова, И.В.Ларшникова тата В.Г.Федотова, ял Пухăвĕн депутачĕсене Г.Н.Ларшникова, С.М.Яковлева чĕререн тав тăвать. Шăмăршăри ДРСУ тата "Луч" ЗАО техника парса пулăшнă, вăрман хуçалăхĕ пĕве валакĕ валли тимĕр пăрăх уйăрса панă. "Çак ĕçсене тума Ястребов ăçтан укçа тупать-ши?" - тейĕç вулакансем. Ĕненетĕр-и: поселени бюджетĕнчен пĕр пус илмесĕрех пĕве те тунă (пĕрре çеç мар, иккĕ те), çăл йĕри-таврашне те тирпейленĕ, кану вырăнĕ те ăсталанă. Пурне те халăх вăйĕпе, ялти харсăр çынсем тăрăшнипе. Мускава ĕçлеме каякан çамрăксем те укçа парса пулăшнă, тата та пулăшма шантарнă. Коммуналлă хуçалăх та строительство материалĕсем шеллемен. _ Çăл куçпа пĕве хĕррине кĕркуннепе çуркунне икĕ енĕпе те йывăçсемпе тĕмсем лартса хăваратпăр, - хăйĕн ĕмĕтне уçса пачĕ С.В.Ястребов. Çăл куçа илемлĕ ят та па- расшăн вăл, ку енĕпе конкурс ирттересси çинчен те пĕлтерчĕ. Тен, эсир лайăх ят тупăр, хисеплĕ вулакансем? Васан ял поселенине, С.В.Ястребов патне телефонпа шăнкăравлама пултаратăр. Кивĕ Шăмăршăра çеç мар, ытти ялсенче те çакăн пек кану вырăнĕсем тăвасшăн депутатсем. Станислав Вячеславовичпа Васанти çăл куç патне ансах пăхрăмăр. Шăнкăр-шăнкăр сасси таçтанах илтĕнет. Тирпей-илем тусан, пура ăшне илсен, сĕтелпе саксем ăсталасан питех те лайăх кану вырăнĕ пулмалла. Кану вырăнĕ пирки калаçу пуçларăмăр пулсан, Васанта çак ĕçе тытăннă та ĕнтĕ. Ял варринче, унчченхи пушарнăй патĕнче, çăла тасатса тирпейленĕ. Стройматериалсем туянаççĕ, часах кунта çивитиллĕ илемлĕ вырăн пулĕ. Васан çынни, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Э.Г.Смаев спонсор пулма килĕшнĕ. Çынпа ăшшăн калаçсан, халăхпа пĕр чĕлхе тупсан нумай ĕçе бюджетран укçа илмесĕрех тума пулать иккен. Çакна Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕн С.В.Ястребовăн тĕслĕхĕ те аван çирĕплетет. Вăй патăр сире, Станислав Вячеславович!



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2007
00:00
Поделиться