Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăрăшулăх тухăçпа таврăнать

 

Виçпỹрт Шăмăршăри тĕп шкул картишне кĕрсенех эпĕ хитре чечексен асамлăхне лекрĕм. Хĕвел çинче тĕрлĕ тĕспе çиçекен астра, цини, бальзамин, флокс, роза тата ытти чечексем чун-чĕрене ачаш та çепĕç туйăмсем кỹчĕç. _ Рисованипе ĕç урокĕсене илсе пыракан А.А.Семенов учитель ертсе пынипе акнă-лартнă шкул йĕри-таврашĕнчи чечексене, - кăмăллăн алă тытрĕ Л.Н.Падиаров директор. _ Вăлах ачасемпе пĕрле шкул çурчĕн хыçĕнче хура пилеш тĕмĕсем лартнăччĕ. Халĕ вĕсем çырла пама пуçларĕç те ĕнтĕ. Шкулăн 10 сотăй йышăнакан опытлă участокри тĕрлĕ пахча çимĕçсен тỹрĕ йăранĕсем те куçа илĕртрĕç. Помидор, сухан, кишĕр, купăста, соя, çĕрулми тата ытти пахча çимĕçсем лайăх çитĕнеççĕ, йăрансем таса та тирпейлĕ. _ Вĕренỹ çулĕ вĕçленсенех ачасем валли график турăмăр, - терĕ Лев Николаевич. _ Унпа килĕшỹллĕн, учительсем ертсе пынипе, 4-8 классенче вĕренекенсем шкулта производство практикине ирттереççĕ. Ачасем йăрансене çум курăкран тасатсах тăраççĕ, маттикпе çемçетсе кăпкалатаççĕ. Малтанхи тапхăрта, типĕ вăхăтра пахча çимĕçсене куллен шăварса тăнă, хăш-пĕрисене сайралатса ирĕккĕн ỹсме май панă. Тĕрлĕ улмуççисем пахчана илем кỹреççĕ. Август вĕçĕнче вĕсене татса, ещĕксем çине хурса путвала упрама хураççĕ. Компот валли типĕтсе хатĕрлеме те палăртнă. Çĕрулми, купăста, кишĕр, кавăн тухăçне кĕр пуçламăшĕнче путвала куçараççĕ. Хăмла çырлин, чие, крыжовник, хурлăхан тĕмĕсем те чылай пахчара. Хурлăхан çырлине татса халăха та сутнă. Пухăннă укçапа хуçалăх ĕçĕсенче усă курĕç. Сăнав лаптăкĕнчи тухăç шкулта ачасен апатне йỹнетме май парĕ. Ачасен сĕтелĕ çинче хĕлĕпех салатсем пулĕç. Вĕсен организмне тĕрлĕ витаминсемпе тивĕçтерни, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкулăн сăнав лаптăкĕнчи ĕç-хĕле йĕркелесе тăракан А.А.Семеновпа З.В.Левашкина учительсен, ытти педагогсен, ачасен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ _ мухтава тивĕçлĕ. Шкул картишĕнче пилеш, палан, жасмин тĕмĕсем сарăлса ỹсни те кăмăла çĕклерĕç. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен вĕçĕнче В.Т.Мулендеев учитель-биолог ачасемпе пĕрле шкул умне лартса хăварнă яштака чăрăшсем вара халĕ хулари паркри евĕрлех илемлĕн курăнаççĕ. Çỹллĕ чăрăшсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ырă кăмăллă педагог-ветеранăн _ Василий Туктакловичăн çутă сăнарне аса илтереççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2007
00:00
Поделиться