Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрỹ кунсем, хаклă сехетсем

 

"КОЛОС" Агрофирмăра тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте хăватлă икĕ "Дон" комбайн ĕçлет. П.Рошновпа А.Борисов комбайнерсем 60 гектар çинчи тритикали культурине кĕске вăхăтрах пухса кĕртрĕç. Тухăç аван: гектартан 30 центнер ытла пухнă. Хальхи вăхăтра "хир карапĕсем" урпана тỹрремĕнех вырса çапаççĕ. Йĕтем çине тырă килсех тăрать, кунти ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Сортировкăна П.Мресов тухăçлă ĕçлеттерет. З.Волкова, В.Юманова, А.Гордеева, Л.Алексеева, Е.Алексеева, Н.Калашникова, З.Данилова тата ытти рабочисем йĕтем çинче чунтан тăрăшса вăй хураççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2007
00:00
Поделиться