Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Элеватора _ çĕнĕ тырă

 

"БЕЗДНА" фермер хуçалăхĕ районта чăн малтисен шутĕнче çĕнĕ тырă сутма пуçларĕ. Канашри элеватора 15 тонна ыраш леçнĕ. Çак ĕç малалла пырать. Хуçалăхра 250 гектар çинчи кĕр тыррисене тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ, гектар пуçне вăтамран 22-шер центнер тырă пухнă. Ю.Фадеев, В.Еремеев тата Н.Алямов комбайнерсем халĕ урпана тỹрремĕнех вырса çапаççĕ. Урпа тухăçĕ те савăнтарать. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес ĕç кал-кал пулса пырать. С.Харитонов механизатор 200 гектар ытла çĕр хатĕрленĕ. В.Шаталкин механизатор виçĕ сеялкăллă агрегатпа акана тухма хушу пуласса çеç кĕтет. Вăрлăх паха, минераллă удобренисем çителĕклĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2007
00:00
Поделиться